Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулаканăн юратнă хаçачĕ вăл — «Елчĕк ен»

Вулаканăн юратнă хаçачĕ вăл — «Елчĕк ен»

2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнса илекенсене май пур таран çăмăллăх кỹрес, çынсене хăйсем килĕштерекен изданисене йỹнĕрех хакпа çырăнса юлма майсем туса парас тĕллевпе Раççей Почти юпа уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче çырăнтару вунăкунлăхне йĕркелесе ирттернине вулакансем пĕлеççĕ.

Çак кĕске тапхăрта районта пурăнакансем почта çыхăну уйрăмĕсенчен «Елчĕк ен» хаçата чăн хакран йỹнĕрех — 371 тенкĕ те 04 пус çинчен шутласа пурĕ 1100 экземпляр ытла çырăннине пĕлтĕмĕр те ĕнтĕ. Унсăр пуçне, альтернативлă майпа — тỹррĕнех редакцирен, нумай функциллĕ центртан, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предприниматель, Ырсамай тăрăхĕнчи Савиновсен «Юман» лавккисенчен илсе тăма (ку чухне унăн хакĕ тата йỹнĕрех — 240 тенкĕ анчах) 200 экземпляра яхăн çырăннă. Район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене, вĕсен хаклă вăхăтне перекетлес шутпа, редакцире ĕçлекенсем хаçата вырăнах çитерсе парасса пĕлсен Елчĕкри электричество сечĕн ертỹçи Юрий Хушкин, НПО «Промсервис» АХОн тата «Чăвашьенкрахмал» ОООн генеральнăй директорĕсем — Юрий Титовпа Александр Кудряшов, «Канашский» ăратлă чăх-чĕп завочĕ» акционерсен обществин Елчĕкри уйрăмĕн управляющийĕ Любовь Шадрикова, ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева, ритуал пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен Леонид Григорьев предприниматель, «Фармация» патшалăх предприятийĕн директорĕ Роза Молодова, полици пайĕн ертỹçи Алексей Алексеев пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă тейĕн, район хаçатне коллективĕпех çырăнса илме хирĕç пулманнине пĕлтерчĕç. Çапла майпа çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă малтанхи кунсенчен тытăнсах РЭС тата НПО «Промсервис» АХО предприятисем «Елчĕк ен» хаçата пĕр харăсах 20-шер экземпляр, «Чăвашьенкрахмал» ООО — 15, чăх-чĕп фабрикипе ветеринари станцийĕнче тата Елчĕкри 40-мĕш аптекăра, полици пайĕнче ĕçлекенсем 10-шар экземпляр çырăнчĕç. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕсен тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центр коллективĕсем те 2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнас ĕçе хастар хутшăннине палăртма кăмăллă.

…Ĕнер Елчĕкри почтамт начальникĕн çумĕпе Виталий Свиягинпа пĕрле «Клиент кунне» хутшăнтăмăр. Ирхине 10 сехет çитичченех кунта çитме ĕлкĕртĕмĕр: çынсем черет тăрсах пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлевсемпе татăлаççĕ, хаçат-журнал çырăнакансемпе — районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕпе Александр Теллинпа тата почтамтрах вăй хуракан Ираида Егоровăпа шăпах вăхăтлă тĕл пултăмăр. Вĕсем пирĕн хаçата — «Елчĕк ене» çырăннине курса пĕчĕк парнесем парса хавхалантартăмăр.

Çырăнтару тапхăрĕ малалла пынине асра тытса «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ вулакана тепĕр хыпар пĕлтерет: тĕп больница тăрăхĕнчи урамсенче пурăнакансем эрнере икĕ хутчен тухса тăракан район хаçатне 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта йỹнĕ хакпа — 240 тенкĕпе илсе тăма Надежда Герасимова уйрăм предпринимателĕн «Для Вас» лавккинчен çырăнма пултараççĕ. Кайран та вĕсем хаçата унтанах илсе тăраççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Галина Никитина почтальонка Александр Теллинпа Ираида Егоровăна хаçат çырăнтарнă самант. Почтамт начальникĕн çумĕ Виталий Свиягин вара лару-тăрăва тĕрĕс пĕлсе, асăрхаса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code