Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вырăнти культура çурчĕ»

«Вырăнти культура çурчĕ»

«Единая Россия» партин пуçарăвĕпе чылай проект ăнăçлăн пурнăçа кĕрет.

Республикăра культура пурнăçне лайăхлатасси — çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Ял тăрăхĕсенче культурăпа кану учрежденийĕсен сетьне аталантармалли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшỹллĕн 2016-2018 çулсенче пирĕн республикăри чылай ялта çĕнĕ клубсем тумалла. Вĕсем нумай функциллĕ центр евĕр пулма тивĕç: хальхи йышши керменте куракансен залĕ, кружок ирттермелли пỹлĕмсем, библиотека вырнаçĕç.

«Вырăнти культура çурчĕ» проект ялсенчи культура çурчĕсене çĕнетме май парать. Муниципалитетсенчи культура вучахĕсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 33879,9 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 3764,5 пин тенкĕ уйăрнă. Çавна май ялсенчи 31 клуба юсама, 25-шне çĕнетме палăртнă. Хальхи вăхăтра 31 клубран 9-шĕнче юсав ĕçĕсене пĕтернĕ, 6-шĕнче ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code