Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Интернет — хăватлă вăй

Интернет — хăватлă вăй

Пĕлсе усă курсан вăл усă кỹрет, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасан унран шар курма та пулать.

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви тата Чăваш Республикин Роскомнадзор управленийĕ йĕркеленипе республикăра юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче персоналлă кăтартусене хỹтĕлемелли эрне иртет.

Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ — граждансене Интернет уçлăхĕнче хăйсене палласа илмелли информацисене (хăйĕн биографийĕпе паллаштарни, ăçта пурăннине хыпарлани тата ытти те) вырнаçтарнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма вĕрентесси.

Çак тĕллевпех персоналлă кăтартусене хỹтĕлемелли эрнере шкулсенче, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем, уçă уроксем, семинарсемпе лекцисем ирттерме палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code