Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Атте пилĕпе пурăнатăп», —

«Атте пилĕпе пурăнатăп», —

тет Лаш Таяпара пурăнакан Людмила Федоровна Дмитриева (Самсонова).

Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче 80 çулхи юбилейне паллă тунă харсăр çак хĕрарăма пĕрре те сакăр теçетке çула хыçа хăварнă тесе калаймăн. Паян та çамрăк чухнехи пекех вашаватлăхне çухатман. Мăшăрĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхма юратать, кил-çурта тирпейлет. Ылтăн алăллăскер пур ĕçре те маттур. Юрлама та ăста, Лаш Таяпари «Тайпи» фольклор ушкăнне çỹрет. Пултаруллă аслă ăру çыннисем районти, республикăри уявсене, конкурс-фестивальсене хаваспах хутшăнаççĕ.

Вăхăт сисĕнмесĕрех шуса иртет пулсан та Людмила ашшĕ вăрçăра çырнă çырăвне, ăна пил панине нихăçан та асран кăлармасть. Ашшĕн сăмахĕсем ăна пурнăçра яланах çул уçса, çăмăллăхсем парса пыраççĕ.

Вăл мана ашшĕ, Федор Кириллович Самсонов 1943 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче вăрçă хирĕнчен çырнă çырăвне тыттарчĕ. Çак пысăк мар открытка çинче çырнă çырăва вăл çỹхе, витĕр курăнакан пластик листипе, тирпейлĕн чĕркесе хунă. Çыру-открыткăн пичĕ енче Т-34 танк çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕштерсе, алăра автомат тытса пыракан совет салтакĕсене ỹкерсе хунă. Ỹкерчĕкĕ айĕнче: «Да здравствует 1-ое Мая» — тесе илемлĕн çырнă. Ку вăл Майăн 1-мĕшĕ ячĕпе кăларнă открытка ĕнтĕ. Майăн 9-мĕшĕ те уяв пулма пултарнине ун чухне никам та шутламан.

Вун-вун çул каялла çырнă çырăва алла илнĕ май темĕнле хумханса та кайрăм.

«Юратнă хĕрĕм Люда! Сана юратса питĕ пысăк салам яратăп. Манран аннỹне те пысăк салам кала. Мана ан вăрç. Аннỹ сăмахĕсене итле. Сана хамăн сăн ỹкерчĕке ярса паратăп. Эпĕ пулмасан та ан хурлан, çак сăн ỹкерчĕке курса савăн. Вĕрен. Вĕренсен кăна çын хушшинче сумлă пулма пулать. Ĕçрен те ан ỹркен.

Сывă пулсан, вăрçă пĕтсен, тепĕр мăнкунра эпĕ те киле таврăнăп. Сывă пул, пысăк пул, ан вăрç. Апрелĕн 27-мĕшĕ, 1943 çул. Аçу — Федор Самсонов».

Людмила Федоровна 2001 çулта çеç ашшĕ кам пулса тата хăш вырăнта çапăçса пуçне хунине тĕплĕн пĕлнĕ. Çав çулхи июнь уйăхĕнче Калуга облаçĕнчи «Рубеж» шыравçăсен ушкăнĕ Смоленск облаçĕнчи Всходски районĕнчи Чащи ялĕн çывăхĕнче çĕр чавса тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Кунта вĕсем бомба çурăлнă шăтăкра «Хăюлăхшăн» медальпе пĕрле çыннăн юлашкийĕсене тупнă. Медаль çинчи 51946-мĕш номер лайăх сыхланса юлнă. Ун тăрăх хуçине шыраса тупма май килнĕ те. Çак наградăна 144-мĕш номерлĕ стрелковăй дивизин 449 номерлĕ стрелоксен полкĕн 1-мĕш батальон командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумне Федор Кириллович Самсонова панă пулнă. Шыравçăсем пĕлтернĕ тăрăх, каярахпа Ф.К.Самсонов аслă лейтенантăн юлашкийĕсене Калуга облаçне кĕрекен Спас-Деменски районĕнчи «Гнездиловская высота» ятлă мемориалти ушкăн вил тăпри çине çĕнĕрен тирпейлесе чысласа пытарнă.

— Çак хыпар хыççăн канăçа çухатрăм. Кашни кун тенĕ пекех чĕрем вут-çулăмпа çунма пуçларĕ. Юрий ывăлăмпа инçе çула тухса кайрăмăр, _ куççулĕсене шăла-шăла илсе калаçăва малалла тăсрĕ Людмила Федоровна.

Часах амăшĕпе ывăлĕ Калуга облаçĕнчи паллă вырăна çитнĕ. Ашшĕн вил тăприйĕ çинчи тăпрана хутаçа чиксе килнĕ вăл. Асăнтарма.

— Палăк умĕнче хама хам аран тытса тăратăп. Куçсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакна курса ман патне самай ватă хĕрарăм пырса тăчĕ. Эпĕ кам патне килни çинчен ыйтса пĕлчĕ. «К отцу приехала…» — тесе каласа пĕтереймерĕм, кăшкăрсах йĕрсе ятăм. Вăл мана: «Не плачь, доченька, не плачь, крепись! Здесь страшные бои были, тут много солдат полегло», — тесе ăплантарма тăрăшрĕ, _ аса илчĕ Людмила Федоровна.

Мемориал палăкĕ умĕнче нумайччен пуç тайса тăнă хĕрарăм.

— «Эх, аттем, чуну сиснĕ пулĕ çав çапăçусем саншăн юлашки пулма пултарнине. Çавăнпах сывă чухне мана юратса çыру çырса хăвартăн пулĕ», — тесе сывпуллашрăм Калуга çĕрĕнчен, — тесе каланă хыççăн вăл пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕ. Ашшĕн çырăвне вăл вăтам шкул пĕтернĕренпе пĕрре те хăйĕнчен хăварман. Хăйне майлă талисман пекех вăл уншăн.

…Ашшĕн пилне асра тытса хĕр ытти «вăрçă ачисем» пекех мал ĕмĕтпе пурăннă. 1961 çулта кĕркунне Людмила Самсоновăпа Алексей Дмитриев пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнă. Малтанах çамрăксен тăван ялтан аякра пурăнмалла килсе тухнă. Дмитриевсем Казах ССРне кĕнĕ Актюбинск облаçĕнчи Донскри хром руди кăларакан рудникре ĕçленĕ. Алексей — уçă карьерта пысăк грузлă МАЗ автомобиль çинче, Люда — ача садĕнчи воспитатель. Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ çамрăк педагог часах шăпăрлансен юратнă воспитателĕ пулса тăнă. Ĕçрен хăраман, тăрăшуллă мăшăр кунта часах хисепе тивĕçнĕ. Çапах та вĕсене çуралса ỹснĕ кĕтесех илĕртнĕ. 1968 çулта Дмитриевсем тăван ене таврăннă.

Çемье пуçĕ «Слава» колхозра механизаторта, кил хуçи хĕрарăмĕ шкулта вĕрентекенре ĕçлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани парассишĕн вăй хунă Людмила Федоровна. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем те пур унăн.

1989 çулта Елчĕк район ĕçченĕсем «Слава» колхозăн паллă механизаторне СССР халăх депутатне суйлаççĕ. Суйлав вăхăтĕнче манăн Алексей Александровичăн шаннă çынни пулма тỹр килчĕ. Çавăнпа та Дмитриевсен çемйине лайăх пĕлетĕп. Мăшăрĕ ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунă çĕрте, паллах, Людмила Федоровнăн тỹпи те пысăк. Вăл май килнĕ таран мăшăрĕн шухăшĕсене ăнланса, кирлĕ канаш-сĕнỹ пама тăрăшнă.

Ĕçчен, йывăрлăхсене те пĕрле çĕнтерсе пыма хăнăхнă мăшăр виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем аслă пĕлỹ илнĕ. Ывăлĕсем, кукашшĕ пекех, Тăван çĕршыв патриочĕсем. Иккĕшĕ те хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă.

Людмила Федоровнăна ашшĕн пилĕ малашне те лайăххи патне кăна илсе пытăр.

В.МОСКОВСКИЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code