Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пиртен кашниех — пассажир

Пиртен кашниех — пассажир

Çула тухсан чылай чухне васканă май хак çинчен шухăшламасăрах пырса чарăнакан пĕрремĕш «маршрутка» салонне кĕрсе ларма васкать мар-и халăх? Асăннă транспорт хатĕрĕсем хулара анчах мар, районсем хушшинчи çулсем çинче те чылай.

Общество транспортне кал-кал ĕçлеттерес, çула тухнă пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене республика ертỹлĕхĕ ĕçлĕ канашлура уйрăммăн тишкернĕ, автомобиль транспорчĕпе пассажирсене йĕркелесе тăракан тата йĕркелесе тăман тарифсемпе илсе çỹрессине сỹтсе явнă. Республикăра хальхи вăхăтра автобуссен 596 маршрутĕнчен 12 проценчĕ кăна йĕркелесе тăман тарифлисен шутĕнче. Федерацин саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшỹллĕн, йĕркелесе тăракан тата йĕркелесе тăман маршрутсене палăртмалли нормативлă тапхăр пур. Регионта транспортпа тивĕçтерессине йĕркелес ыйтусене тĕрĕслесе тăма май паракан документа хатĕрлеме тытăннă, шутлавăн пĕрлехи меслетлĕхне 2018 çул пуçламăшĕнче çирĕплетме палăртнă.

Сăмах май, ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ тариф хулаçум çỹревĕнче укçан тỹлесен 2,62 тенкĕ/километрпа танлашать, электронлă майпа — 2,09.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн шухăшĕпе, маршрутсен переченьне çирĕплетни, тивĕçлĕ документаци хатĕрлесе конкурс ирттерни, налука вăхăтра тỹленине е тỹлеменнине тĕпе хуни, килĕшỹсем енĕпе тĕрĕслев ирттерни çак сферăра йĕрке тума пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code