Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсемпе ыйтусем пысăк

Тĕллевсемпе ыйтусем пысăк

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ.

Кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 1,3 процент ỹснĕ (пурĕ 76 преступлени регистрациленĕ). Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 91,7 процентпа танлашнă. Чакнисен шутĕнче ют пурлăха вăрлассипе тата ултавпа çыхăннă преступленисем. Ĕçлеменнисем (кăçалхи тăхăр уйăхра — 45, иртнĕ çул çак тапхăрта 37 преступлени регистрациленĕ), тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăнисем (43-38) тата эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн (27-23) тунă преступленисем ỹснĕ.

Теприн пурлăхне çаратассипе çыхăннă преступлени 6 тĕслĕх ỹснĕ. Сăмахран, Елчĕк ялĕнче пурăнакан пĕр арçын юлташĕ патне хăнана кĕнĕ хыççăн вĕсем пĕрле эрехпе сăйланнă, унтан хăна кил хуçин 5 пин те 300 тенкĕ укçине вăрласа тухса кайнă. Çул çитменнисем тунă преступленисене кăçал та, иртнĕ çул та 3-шер тĕслĕх регистрациленĕ.

Кăçалхи виççĕмĕш кварталта административлă право йĕркине пăснă 1505 çынна ( иртнĕ çул — 1476) тытса чарнă, çав шутран çул-йĕр правилисене пăхăнман 1079 водителе айăпланă. Руль умне ỹсĕрле ларнăшăн 45 водителе (иртнĕ çул 44) тытса чарнă. Район территорийĕнчи çулсем çинче инкексен шучĕ ỹснĕ. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче пурĕ 16 ДТП (2016 çулхи 9 уйăхра — 8) пулнă, вĕсенче 2 çын (3) вилнĕ, 23 çын (9) аманнă.

Районти йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе паянхи кун полицин 32 ĕçченĕ тăрăшать. Полици умне лартнă тĕллевсемпе ыйтусем пысăк. Вĕсене малашне те саккун ыйтнă пек пурнăçласа пырăпăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code