Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чăвашсен тĕп университечĕ — 50 çулта

Чăвашсен тĕп университечĕ — 50 çулта

Ăна 1967 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мускаври энергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. 1967 çулхи ноябрьте университета И.Н.Ульянов ятне панă.

Аслă шкула йĕркелесе ярас ĕçре республикăри паллă политика деятелĕсемпе ученăйсен тỹпи те пысăк пулнине асăнмасăр иртме çук. Уйрăмах ку енĕпе С.М.Ислюков, И.П.Прокопьев, Н.А.Вороновский, Н.Е. Егоров, К.Ф.Ефремов, М.В.Зайцев, Г.П.Ковалев, П.А.Чичикин, С.Ф.Сайкин, С.А.Абруков, А.К.Аракелян, В.В.Амосова, М.Я.Сироткин, Г.Н.Ахмеев, А.В.Бурашников, Н.Д.Козлов, А.И.Коротков, М.М.Михайлов, Г.Н.Николаев, С.В.Покровский тата ыттисем те сахал мар ĕçленĕ.

1967 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче кăларнă РСФСРăн ятарлă аслă тата вăтам пĕлỹ парассипе ĕçлекен министерствин хушăвне тĕпе хурса университетăн тытăмне çирĕплетнĕ.

Аслă вĕренỹ учрежденийĕн ĕç-хĕлне ректор тата тĕп аппарат йĕркелесе пырассине палăртнă. Çичĕ факультет (историпе филологи, медицина, промышленноçа электрификацилесси, электротехника, химипе экономика тата техника енĕпе ĕçлекен факультетсем) ĕçлеме пуçланă. 39 кафедра, 120 ытла лабораторипе кабинетсенче, темиçе вĕренỹ мастерскойĕнче, пультпа ĕçлемелли пысăк вольтлă залра, анатоми театрĕнче, этнографи музейĕнче, библиотекăпа типографире, наукăпа тĕпчев центрĕнче, наукăпа студентсен пĕрлĕхĕнче, çав тери нумай тиражпа тухса тăракан хаçат редакцийĕнче тата культура учрежденийĕсенче студентсем хăйсен ăс-хакăлне ỹстернĕ, пултарулăхне туптанă.

Аслă вĕренỹ учрежденийĕ ĕçлеме пуçласанах 7 факультетра 5,1 пин студент пĕр харăсах пĕлỹ илнĕ. Вĕсен ăс-тăн çивĕчлĕхне ỹстерес, чăн-чăн профессионалсем хатĕрлес ĕçре наукăн 6 докторĕпе 54 кандидачĕ ĕçленĕ. Университетри преподавательсен коллективĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи наука шкулĕсен представителĕсенчен йĕркеленнĕ. Аслă вĕренỹ учрежденийĕ С.Ф.Сайкин, П.А.Сидоров, Л.П.Кураков, В.Г.Агаков профессорсем ректор пулнă тапхăрсенче уйрăмах вăйлă аталаннине палăртмалла. Çур ĕмĕр хушшинче университет студентсемшĕн ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян, хăйне евĕрлĕ старт илмелли лапам вырăнĕнче пулса тăчĕ. Кунта пĕлỹ илнĕ специалистсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, тĕрлĕ отраслĕнче палăраççĕ.

50 çул хушшинче университет пысăк предприятисемпе организацисем валли 113 пин специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ. Çапла майпа Чăваш Республикин тата Атăлçи регионĕсен экономика, ăс-хакăл, культура аталанăвĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тỹпи калама çук пысăк. Пирĕн патăмăртан вĕренсе тухнă студентсем кадрсен тĕлĕшĕпе çĕршывра малта пыракан предприятисен çирĕп никĕсĕ пулса тăраççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ экономика секторĕн приоритетлă енĕсем валли кадрсем хатĕрлессипе ĕçлекен нумай профильлĕ аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕ те. Паян университетра 16 факультет шутланать. Вĕсенче 18000 ытла студент ăс-тăн çивĕчлĕхне ỹстерет. Вĕсенчен Ази, Африка, Латин Америкинчи, Европа тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи 45 çĕршыври 1200 çын вĕренет.

Çавăн пекех ЧПУ кадрсене хатĕрлессине те тĕпе хурать. Ку тĕлĕшпе кунта 30 ытла специальноçпа пĕлỹ илме пулать.

Паян аслă шкулта 1000 ытла преподаватель тăрăшать. Вĕсен шутĕнче наукăн 127 докторĕпе 526 кандидачĕ вăй хурать. Тепĕр майлă каласан, республикăри наука докторĕсемпе наука кандидачĕсен çурри ытла Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Кунта студентсене тивĕçлĕ пĕлỹ илме пурлăх бази пуян пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна тĕрлĕ отрасльте усă курмалли наукăпа тĕпчевĕн 22 лабораторийĕ ĕçленине палăртмалла. Диссертацисене хỹтĕлемелли 4 канаш йĕркеленĕ, аспирантурăпа докторантура та пур. 99 кафедрăра наукăпа тĕпчев ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. 2016-2017 çулсенче ЧПУн химипе фармацевтика тата экономика факультечĕсем Чăваш Енри мĕнпур аслă вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче пĕтĕм тĕнчери профессипе общество аккредитацийĕ витĕр пĕрремĕш тухнă.

Кăçал университетра пурнăçа кĕрекен вĕренĕвĕн 13 программи «Инновацилле Раççейĕн чи лайăх вĕренỹ программисем» федераци справочникне кĕни те пысăк ỹсĕм. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Раççей юрисчĕсен Ассоциацийĕнче обществăлла аккредитаци витĕр ăнăçлă тухнă аслă пĕлỹ паракан 100 учреждени шутне те кĕрет. Университет аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен никĕсĕ çинче инжинирингла центрсене йĕркелесе аталантарассипе Пĕтĕм Раççейри конкурсра та çĕнтернĕ.

Юлашки çулсенче стоматологи, фармаци, сиплев ĕçĕпе тата педиатри енĕпе студентсене ĕç вăрттăнлăхне алла илме пулăшас тĕллевпе ятарлă вĕренỹпе аккредитаци центрне уçни те пулас врачсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2017 çулта 16 студент РФ Президенчĕн тата Правительствин стипендийĕсен лауреачĕсем пулса тăнă. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ 2010 çулта январĕн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин ЧПУра пулнă чухне аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденине пысăк хак панăччĕ: «Сирĕн университет тухăçлă, пысăк шайлă специалистсене хатĕрлессипе ĕçлекен курăмлă аслă вĕренỹ учрежденийĕсен шутне кĕрет».

Специалистсене хатĕрлеме университет никĕсĕ çинче паян 20 вĕренỹ корпусĕ, 900 вырăнлă культура керменĕ, 5000 тăваткал метрлă вĕренỹпе спорт комплексĕ, 9 общежити, 100 вырăнлă санаторипе профилактори шутланать.

2017 çулхи Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин мониторингĕн кăтартăвĕсемпе ЧПУ 6-мĕш хут чи тухăçлă ĕçлекен аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕ ята тивĕçнĕ.

Нина КУРОПАТКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code