Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуртсене пахалăхлă юсасси — тĕп тивĕç

Çуртсене пахалăхлă юсасси — тĕп тивĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли Раççей шайĕнчи программа (2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен вăя кĕнĕ) мĕнле пурнăçланнипе паллашнă.

Виçĕ çул хушшинчи тапхăрта ку енĕпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçланине — регионта 1089 çурта, урăхла каласан, кашни пиллĕкмĕш çурта тĕпрен юсама май пулнине палăртса каланă вăл.

— Программа ĕçлеме пуçласанах халăх ăнланмасăр калаçу сахал мар хускатнине те, малтанласа укçа-тенкĕн 50 процентне анчах пуçтарма тỹр килнине те пытармастпăр. Халĕ пачах урăхла, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлĕ ырă енне улшăнчĕ, халăх влаçа шанать. Капиталлă юсав фондне взнос хывас ĕç лайăхланса пыни малашне çуртсене тата ытларах пахалăхлă, çын кăмăлне тивĕçтермелле юсама май парĕ, — тенĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май, «Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе ĕçлекен республикăри фонд» коммерциллĕ мар организацин специалисчĕсем ĕнер Елчĕкре те пулнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан харпăрлăх хуçисемпе тĕл пулса капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Çакăн пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code