Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Эрех сиенĕ çинчен

Эрех сиенĕ çинчен

Этем ĕлĕк-авалтанпах эрех-сăра ĕçнĕ. Пирĕн эра пуçланичченех тĕрлĕ улма-çырларан, пылран, тĕш тырăран ỹсĕртекен шĕвексем туса хатĕрленĕ. Ун чухнех эрех пысăк сиен кỹме пултарнине çынсем ăнланнă. Вăл вăхăтлăха савăнăç туйăм кỹнипе пĕрлех çынна усал, чăркăш, вĕçкĕн, пакăлти, çапăçакан тăвать, тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем патне илсе çитерет, сывлăха хавшатать. Çакна ăнланса эрех ĕçессине хирĕç мĕн авалтанпах кĕрешнĕ, тĕрлĕ саккунсем йышăннă.

Эрех сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ пулсан та çак усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл питĕ каварлă та хăрушă шĕвек. Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп тесе ĕçмест. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шутлаççĕ. Çын çулсеренех, кашни сăлтавпах ĕçсен, эрех ăна тыткăна илет, алкоголизм чирĕ пуçланать.

Унпа чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăш-пĕр çынсен вара чир уйрăмах питĕ хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ алкоголизм чирĕпе чирленĕ пулсан, вăл ачисем çине те куçма пултарать. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕ хăвăртрах пуçланать тата йывăртарах иртет. Çынран хăйĕнчен те нумай килет. Хăшĕ-пĕри кулленхи пурнăçра йывăр ыйтусене хăй татса параймасть, çăмăл пурнăç шырать. Ун пекки кăмăл-туйăмне эрехпе кăна лайăхлатма тăрăшать. Çапла вара часах «симĕс çĕлен» серепине кĕрсе ỹкет.

Çакна палăртса хăвармалла: алкоголизм чирĕ кирек мĕнле этил спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Çак хăрушă чирĕн _ виçĕ тапхăр. Пĕрремĕш тапхăрĕнче çыннăн ĕçнĕ кунĕсем нумайлансах пыраççĕ, виçи те ỹссех пырать. Пуçра тĕп шухăш — тăтăшах ĕçес килни. Енчен те ĕçекен çын хаяр шĕвекран хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма пуçласан, чир малаллах аталанать. Часах мухмăр пуçланать. Ку вăл — чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне япăх туять, унăн питĕ эрех ĕçес килет. Сывă çынсем уявра хаяр шĕвеке ытларах ĕçнĕ пулсан та тепĕр кунне ун пирки аса та илмеççĕ. Алкоголизмпа чирлекенсем вара эрех шырама пуçлаççĕ, ĕçсен хăйсене çăмăлрах туяççĕ. Анчах та ку нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен сывлăхĕ каллех япăхланать, эрех ĕçес шухăш малта тăрать. Хăйне тем чухлĕ «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та тепĕр кунне алли эрех патнех туртăнать. Çакă вара темиçе эрнене, уйăха тăсăлать.

«Симĕс çĕлен» ăшне путаканăн йывăрлăхсем пуçланаççĕ: ỹсĕрле ĕçе каяйманран ĕç вырăнĕ çухалать, çемье арканать… Чир юлашки тапхăра куçнă май çын вуçех улшăнать. Малтан вăл ĕçленĕ, хăйĕн çемйине юратакан лайăх çын пулнă пулсан, халĕ пĕтĕм интересĕ те эрех тавра çаврăнать.

Пĕрремĕш-иккĕмĕш тапхăрсенче çын темле нумай эрех ĕçсен те хăйне чирлĕ тесе шутламасть. Вăл кирек хăçан та ĕçме чарăнма пултаратăп тесе шутлать. Юлташĕсене те, çывăх çыннисене те çакнах ĕнентерет вăл. Унăн сипленес шухăш та çук. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм чирĕ ыттисенчен. Ытти чирсемпе чирленĕ çын хăех сипленме, сывалма тăрăшать.

Хаяр шĕвек çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне пĕтерет. Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ — вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă сăлтавсенчен пĕри. Çавăн пекех алкоголиксем туберкулезпа ытларах чирлеççĕ. Черкке патне туртăнакансен йышĕнче чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе вилекенсем ытларах. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кỹрет.

Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлма пулать. Чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул вăл — эрех-сăра пачах ĕçме пăрахасси, урă пурнăçпа пурăнма вĕренесси. Ку вăл, чăнах та, çăмăл мар. Çавăнпа та специалистсем патне кайса вăхăтра канашлани, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра çак чиртен сипленмелли мĕнпур услови пур. Кашни район больницинче наркологсем ĕçлеççĕ. Шупашкарта çак пулăшăва наркологи диспансерĕнче илме пулать.

Сывлăх — питĕ хаклă пуянлăх. Кашни çын хăйĕн пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Çакна яланах асра тытса пурăнмалла.

Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code