Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне яшки — чи тутли

Анне яшки — чи тутли

Этем мĕнле калаçнинчен курăнать.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче пирĕн хисеплĕ ентеш, СССР педагогика наукисен академийĕн К.Д.Ушинский ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Геннадий Никандрович Волков академик çуралнăранпа 90 çул çитет. Юбилей умĕн ăсчахăмăрăн пĕр калавĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Пĕрле вĕреннĕ çичĕ тус вăтăр çул иртсен тĕл пулаççĕ. Пĕр класра ларнăскерсемшĕн ку тĕлпулу чăн-чăн уяв. Пĕр-пĕрне пăхса ытараймаççĕ. Ĕçеççĕ-çиеççĕ, харпăр хăй пурнăçĕ çинчен кала-кала параççĕ.

Пĕрин çав тери чаплă машина, Японире кăларнă сĕтел-пукан пур иккен, теприн — кермен пек хваттер, виççĕмĕшĕн арăмĕ чи юлашки модăпа тумланса çỹрет, тăваттăмĕшĕн дачинче çичĕ тинĕс леш енчи чечексемпе улма-çырла ỹсет, пиллĕкмĕшĕ пысăк премипе сумлă ят илнĕ, улттăмĕшĕн кĕрỹшĕ таçти ют çĕршывра командировкăна кайнă та тем те пĕр туянса килнĕ…

Аса илеççĕ, кулаççĕ, савăнаççĕ, каллех мухтанма пуçлаççĕ. Пĕри пысăк сумма выляса илнĕ, теприн пиччĕшĕ хĕрне валли çав тери чаплă туй туса панă, виççĕмĕшĕ служба картлашкипе çỹлерех хăпарнă, тăваттăмĕшĕн кирлĕ çыхăнусем пур, пиллĕкмĕш тинĕс хĕррине кайса килнĕ, килĕнче тупри тăкăнса тăрать имĕш. Улттăмĕшĕн те куçĕ телейпе çиçет, мĕншĕн тесен тупас, туянас, илес тенине тупнă, туяннă, илнĕ. Ыттисен куçĕсем унран тĕлĕннипе йăлтăр çуталса илеççĕ те самантранах сỹнеççĕ. Ăмсаннипе.

Пурте кăмăллă, пурте телейлĕ. Пурин те пурте пур. Хăшĕсем хăйсене мĕн çитменнине те пĕлмеççĕ. Тата мĕн çинчен каласа памалла-ши пĕрле вĕреннĕ туссене, тата мĕнпе мухтанмалла?

Сасартăк курах каяççĕ: вĕсенчен пĕри килнĕренпех шăпăрт ларать. Ыттисем каланине тимлĕн итлет те сайра-хутра тута хĕррипе кулса илет. Ачалăхăмри юлташăмсемех лараççĕ-ши кунта тенĕ евĕр тухать ун кулли. Вĕсем уншăн ют-и е вăл вĕсемшĕн ют?

Тинех пурте куçĕсене ун çине тĕллеççĕ, вăл мĕн каласса кĕтеççĕ. Çак пурнăçран мĕн илме пултарнă вăл, мĕн пур унăн?

Тепри пулсан хак парса, виçсе те сăнаса пăхакан куçсем пĕр харăс хăй çине тăрăннипе çухалсах кайĕччĕ. Ку вара пăлханмасть те, хумханмасть те. Лăпкăн çеç çапла каласа хурать:

— Анне мана паян салма яшки пĕçерсе çитерчĕ. Шăп ачалăхри пеккине. Шăрши те çавах. Тĕсĕ те. Анне хăй те улшăнман. Ватăлнă, паллах, анчах малтанхи пекех илемлĕ те ырă чунлă. Яшкине те тăм чашăка ярса пачĕ. Хĕррипе танах. Мĕнле упраса хăварнă-ши çав чашăка? Ĕмĕрхискер вĕт. Аттерен юлнă йывăç кашăка туртса кăларчĕ. Килте тунăскерне. Аттен аллисем ылтăнччĕ.

Юлташĕсем шыв сыпнă пек шăпăртланнине асăрхасан хайхискер сăмахне малалла тăсать:

— Тĕлĕнмелле анне манăн… Халĕ те ача вырăнне хурса пăхать. Тавах ăна: эрне тутă çỹрĕп. Ачалăхăмри яшкана çинипех тăранса лартăм. Чуна — канлĕх, ỹт-пĕвĕме вăй кĕнĕн туйăнчĕ.

Калаçма чарăнса кăкăр туллин сывласа илчĕ те çапла хушса хучĕ:

— Манăн анне халĕ те сывă. Мĕн тери телей ку!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code