Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир ЧЕРНОВ, Аслă Елчĕк ялĕнчи фермер: «Çĕр-анне ытамĕнче ытарми хитре тĕнче»

Владимир ЧЕРНОВ, Аслă Елчĕк ялĕнчи фермер: «Çĕр-анне ытамĕнче ытарми хитре тĕнче»

— Кăçалхи чи хĕрỹ ĕççи пуçланчĕ кăна, тăтăш тенĕ пекех çумăр лỹшкеме пуçларĕ. Апла пулин те пирĕн çемье тата пулăшакан тепĕр икĕ-виçĕ çĕр ĕçченĕ кашни кунах автопаркра пулчĕç. Йывăр пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел йăлтăртатса тухса, тулли пучахсем кушма пуçласанах хамăн Сергей ывăлпа Борис Адюков комбайнпа маларах вырма тытăннă каçалăк умне çитсе тăратчĕç. Тепĕр чухне, ĕçлекенрен кулнă пек, пĕр-икĕ бункер е каярах тырă çапса илсенех тепĕр хут çумăр яратчĕ те… Пĕтĕм ĕç чарăнса ларатчĕ.

«Кайса канăр-ха киле, — терĕм пĕррехинче ывăлăма, ĕç тапраннă-тапранманах шалкăм çумăр пуçланнăран. — Аннỹ кукăльсем пĕçерсе юлчĕ вĕт.Тин çеç вĕри кăмакаран тухнăскерсене сивĕ сĕтпе çисе чунăрсене лăплантарăр пăртак…»

— Мĕн калаçатăн, атте? — пĕр тĕлĕнсе, пĕр хумханса каларĕ Сергей, манăн пĕрремĕш пулăшаканăм, çав вăхăтрах аслă пĕлỹллĕ специалист, хуçалăхра агрономра тăрăшаканскер. — Авă, мал енчен пĕлĕт уçăлса килет. Тен, сехет-сехет çурăранах комбайна хускатма май килет. Тепĕр тесен… Хирте, çĕр-анне ытамĕнче, канăвĕ те киленĕçлĕрех пек. Кур-ха, епле хитре тĕнче. Тырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксем юрлаççĕ. Асамат кĕперĕ те илемĕпе тыткăнлать. Ан кулян, атте, мĕн çитĕнтернине пурпĕрех пуçтарса илетпĕр…»

Çак юмах пек калаçăва мĕншĕн аса илтĕм-ха? Ялта çамрăксем сахал юлчĕç пулсан та тăван çĕре юратакансем, çĕр-анне ырлăхне ытарайманнисем те пуррипе савăнса. Çавсем, пирĕн тĕпчексем, малашне те халăха тăрантаракансем пуласса шаннăран хавхаланатăп.

Владимир Федорович «хамăр тĕпчексем» тесе калани мана унăн, хăйĕн ачалăхĕпе ỹсĕмĕ патне илсе тухрĕ. Аслисем аса илнĕ тăрăх, вăл пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех техника патне туртăннă. Анчах аслашшĕ, Кондратий Иванович, ăна маларах лашапа ĕçлеме хăнăхтăр, тенĕ пулать. Çапла вăл 10-11 çулсенче чухнех утсене çаран çинче кĕтме, кỹлĕре шыва кĕртме çỹренĕ. «Малтанлăха юланут çине асатте хăй утлантарса лартатчĕ, — ачалăхне таврăнчĕ Владимир Федорович. — Унтан, лаши хăнăхса çитрĕ пулас та, çурăмĕ çине хăпарса ларма хăех пулăшма пуçларĕ. Эпĕ йăпăрт сиксе унăн мăйĕ çине урасене яраттăм та, лешĕ, пуçĕпе чỹхенсе, çĕклесе мана пилĕкĕ çине тĕксе яратчĕ. Манăн хам тĕллĕн çурма çаврăм туса чĕлпĕре алла илесси кăна юлатчĕ… Анчах пурпĕрех тăххăрмĕш класс пĕтерсен Иван тете (Полканов), ДТ-75 тракторпа ĕçлекенскер, мана хăйĕн пулăшаканĕ (плугарь тетчĕç ун чухне) пулма илчĕ. Шăпах çавăнтанпа ĕç стажĕ пырать манăн. Малтанхи вăхăтра, çул çитменнипе ăнлантарса, ĕç кунне тете çине çыртарнă пулсан та.

— Эпĕ сире ДТ-75 çинче Майков Анатолипе ылмашăнса ĕçленине астăватăп.

— Çапла, Толя тете манăн пĕрремĕш учитель-тракторист, чăн-чăн наставник пулнă. Çартан таврăнсан салтак гимнастерки чи малтан унăн тракторĕ çинче вараланнăччĕ.

Ачалăхри туртăм нихăçан та сĕвĕрĕлмест тесе ахаль каламаççĕ пулĕ çав. Вунă çул таранчченех механизаторта тăрăшать Владимир Федорович. Çуркуннепе çулла акара, тыр-пулпа ытти культурăсене пăхса çитĕнтернĕ çĕрте тăрмашать, ĕççи пуçлансан комбайн штурвалĕ умне ларать. Трактор çине куçса кĕрхи çĕртме вĕçлесен, хĕллехи шартламасенче вăрмантан строительство материалĕ турттарать. Ара, ăсталăхпа та, хастарлăхпа та палăрса тăнă çыншăн ĕçĕ те тупăнсах тăнă çав ĕнтĕ. Ахальтен мар чысне те çителĕклех тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем те темĕн чухлех. «Нива» комбайнпа талăкра 800 центнер тырă çапса илни те пулнă. Çав çулах унăн хулĕ çине «Районти вырма чемпионĕ» хĕрлĕ хăю çакса халăх умĕнче чысланă. Каярахпа вара хастар ĕçшĕн ытти наградăсен, çав шутра «Хисеп палли» орден хуçи те пулса тăнă. Хăйĕн теветкеллĕхĕпе пултарулăхне кура темиçе çул бригадирта, комплекслă бригада ертỹçинче ăнăçлă ĕçлени те çав пысăк хаклав тỹпине хывнах.

— Анчах, маларах тĕплĕн шутласа туман реформăсем, ытти отрасльсемпе пĕрлех, ял хуçалăхне те питĕ вирлĕн пырса çапнишĕн паян та пăшăрханать çĕре чунтан парăннă ял çынни. Шăпах хĕрỹ пăлханупа аркану çулĕсенче колхоза, каярахпа ял хуçалăх кооперативĕ тесе ят панăскере, ертсе пыма ыйтаççĕ ăна. Çапла унăн, хăйĕн чыслă ĕçĕпе çĕкленĕ колхоз валли кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене е техника валли саппас пайсене, сĕмсĕр чикан майлă, хуçалăхри мĕн пур пек япалапа ылмаштарса, мĕскĕнленсе çỹреме тивет. Хуçалăхра туса илнĕ продукцишĕн никам та «чĕрĕ» укçа тỹлемест. Ял çыннисене ĕçшĕн те ăçтан килчĕ унта тупнă япалапа анчах саплаштарма тивнĕ. Ĕлĕк таврара, çĕршывĕпех чап илнĕ колхоз (вăл 1970 çулта КПСС Тĕп комитечĕн, СССР Министрсен Канашĕн… Асăну ялавне те тивĕçнĕ) самай вăйсăрланса юлать. Ялта ирĕксĕрех çĕнĕлле ĕçйĕркелỹ пуçланать.

Пиçĕ чĕреллĕ, нимĕнле йывăрлăха та парăнма пĕлмен Владимир Федорович пурпĕрех çухалса каймасть: чун-хавалне тата пĕтĕм хăюлăхне пухса тăванĕсемпе çывăх çыннисен пай çĕрĕсене аренда йĕркипе пĕрлештерсе фермер хуçалăхĕ чăмăртать. Тусĕсен, шанчăклă çынсен пулăшăвĕпе кивĕ техника, пĕр автомашина, хăш-пĕр ял хуçалăх машини туянса, юсаса-çĕнетсе йăлтах пулăхсăрланса çитнĕ е пачах сухланман çĕрсене ĕçе кĕртме тытăнать. Иртнĕ çулта ăна фермер юхăмĕнчи ăнăçлăхсемшĕн тата çĕрпе усă курассине тивĕçлĕ пай кĕртнĕшĕн Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят панă.

— Мухтав Турра, тинех хам тата пулăшакансем малтанхи çĕнтерỹ тунине, малашлăха шанчăклă никĕс хывнине çирĕппĕнех ĕненме пуçларăм, — ассăн сывлать паян Владимир Федорович. — Кăçалхи кăткăс лару-тăрура та 460 гектар çинче ăнăçлă çитĕннĕ тыр-пула пĕтĕмпех пуçтарса илтĕмĕр, гектартан 30 центнера яхăн тухăçа алла илсе кĕлете хыврăмăр тата пĕр пайне сутрăмăр.

— Хуçалăхăн аталанăвĕ мĕнлерех?

— Халĕ ал-ура çавăрса ятăмăр теме юрать ĕнтĕ. Чи кирлĕ техника хамăрăнах пур, вĕсене юсама тата сыхласа упрама лайăх гараж турăмăр. Паха вăрлăх хамăр уйрах çитĕнтеретпĕр е сутăн илетпĕр. Çулсерен удобрени хывса, пĕр çул рапс акса ỹстерсе çĕрсен пулăхлăхне самаях лайăхлатма май килчĕ. Апла пулин те пысăк йывăрлăхпа çитĕнтернĕ тырă хакĕ хальлĕхе хăйхаклăхне те саплаштарманнине шута илсен, хресчен ĕçне тата сумне çĕклес енĕпе татăклă майсем шырама кирли такамшăн та паллă.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code