Понедельник, 4 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чӑваш наци конгресӗ – 25 ҫулта

Чӑваш наци конгресӗ – 25 ҫулта

Чӑваш наци конгресӗ – пурнӑҫ  хистенипе туса хунӑ общество организацийӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та ӑста ҫыннисене пӗрлештерсе тӑрать. Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑн чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата малалла аталантарас тесе ырми-канми тӑрӑшать. Республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ҫыхӑнӑва аталантарас тесе нумай ӗҫ туса ирттерет. Çавӑн пекех конгресс республикӑри тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнччӑр тесе тимлет.

1992-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-9 мӗшӗсенче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн 1-мӗш Аслӑ Пухӑвне ирттернӗ. Çак уяв пӗтӗм чӑваш халӑхӗн кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклентерсе янӑ. Унтанпа чылай ҫул иртрӗ. Кӑҫал 2017 ҫулта Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ. Шӑпах 25 ҫул каялла конгреса тӗнче тӑрӑх саланнӑ чӑвашсене пӗрлештерме, йӑла-йӗркене, тӑван чӗлхемӗре тата культурӑна аталантарма йӗркеленӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче 100 яхӑн наци культура пӗрлешӗвӗсем. Унта чӑваш чунлӑ хастарсем пӗр ушкӑна пуҫтарӑннӑ.

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 10 Аслӑ Пуху иртрӗ. Пухӑннӑ хӑнасемпе делегатсене чи малтанах Республика Пуҫлӑхӗ М.В.Игнатьев саламларӗ. Çак 10 Аслӑ Пухӑва ЧНКан Елчӗкри уйрӑмӗн членӗсем те хутшӑнчӗҫ.Ҫак конгреса Кушкăри вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Анна Ильинична Портнова та хутшăнчě. Вӗсем унта тӗнче тӑрӑх саланнӑ чӑвашсемпе курса калаҫрӗс, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ,  ҫӗнӗрен ЧНК Президентне суйларӗҫ тата ытти нумай ыйтусене сӱтсе яврӗҫ. ЧНК Президенчӗ пулма Н.Ф.Угаловах суйларӗҫ.

Янтиковское сельское поселение Яльчикского района

Первоисточник: МБОУ «Кошки-Куликеевская СОШ» Яльчикского района

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code