Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йỹнĕ те, меллĕ те

Йỹнĕ те, меллĕ те

Район хаçатне яланах юратса вулатăп, ăна тăтăшах çырăнса илетĕп.

Редакци «Елчĕк ен» хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта районти тĕп больница çывăхĕнчи Надежда Герасимова уйрăм предпринимателĕн «Для Вас» лавккинчен илсе тăма май туса панăшăн чунтан хĕпĕртерĕм. Пире, тĕп больницăран инçе мар пурăнакансене, ăна çак лавккаран илсе тăма питĕ меллĕ. Ял çынни кашни тенкĕне перекетлесе пурăнать. Район хаçатне çур çул илсе тăмалли хак 240 тенкĕ çеç. Паян вăл укçапа лавккаран темех туянаймăн. Çапах та «Елчĕк ене» ултă уйăх, эрнере икĕ хутчен вуласа район пурнăçĕпе паллашма пулать.

Эпĕ хамăр тăрăхра пурăнакан ытти çынсене те юратнă район хаçатне çак мелпе çырăнма сĕнетĕп. Хаçата лавккара та, редакцире те 240 тенкĕ тỹлесе çырăнма пулать. Çĕнĕ çултан вара «Елчĕк ене» «Для Вас» лавккана кăна кайса илмелле.

Хусканура пурнăç тенĕрен, пире утса çỹрени питĕ усăллă. Лавккана утса кайса уçă сывлăшпа киленсе килни хамăр сывлăха çирĕплетме пулăшнине те асра тытар.

Антонина ПЕТРОВА,
сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code