Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравления с Днем народного единства

Поздравления с Днем народного единства

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван çĕршывăмăрпа тăван ен историйĕ пире пĕрлĕхпе пĕршухăшлăх пурнăçра мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме пулăшнине ăса хывма вĕрентет. Çĕршыва захватчиксенчен ирĕке кăларнă ополчени çыннисен паттăрлăхĕ — патриотлăхăн хавхалантаракан чаплă тĕслĕхĕ, ăна асра тытса эпир ку чухнехи чи кăткăс чĕнỹсем çине те тивĕçлĕн хурав пама пултаратпăр.

Чăваш Енре 128 наци çынни туслăн та килĕштерсе пурăнать. Чĕлхе, тĕн тата культура уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, республикăра пурăнакансем пĕрлехи ĕçшĕн пĕр чăмăра пĕрлешеççĕ, ырă кỹршĕллĕ хутшăнусене тата пĕр-пĕрне пулăшассине мала хуракан йăласене тирпейлĕн сыхласа упраççĕ, инкекре никама та пĕччен тăратса хăвармаççĕ.

Нацисемпе тĕнсем хушшинчи çураçулăха çирĕплетме пирĕн республикăра чылай общество организацийĕн, хастар активистсен, политика лидерĕсемпе халăхăн сумлă çыннисен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ пулăшать. Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртне уçни — вĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене хисеп туни. Ку чухнехи нумай ĕç-хĕллĕ культура центрĕ тĕрлĕ наци пĕрлĕхĕн представителĕсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, халăхсем хушшинчи тата Раççей шайĕнчи мероприятисене ăнăçлă ирттерме май парать.

Хаклă ентешсем! Пĕрле чухне — эпир вайлă! Обществăри килĕшỹлĕх малашне те Чăваш Республикин тухăçлă аталанăвĕн, унăн çыннисен тулăх пурнăçĕн çирĕп никĕсĕ пуласса шанса тăратăп.

Сирĕн килĕрте яланах çураçупа тăнăçлăх хуçаланччăр, чĕрĕре хамăрăн нумай нациллĕ Тăван çĕршывăмăрпа мăнаçланма хистекен çутă туйăм вăй парса тăтăр! Сире çирĕп сывлăх, телей тата пĕтĕм ырă пуçарура ăнăçусем сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ, 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — пĕтĕм Раççей халăхне пĕрлештерекен уяв. Вăл пире Тăван çĕршывăн пуян историйĕпе тивĕçлипе мухтанма май парать, хамăр пĕрлĕхпе, патриотлă туйăмпа вăйлине ялан асра тытма хистет. Пĕтĕм вăй-халпа, тăрăшса тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ăнланулăх, килĕшỹлĕхпе тăнăç пурнăç сунатпăр.

И.И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.П.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code