Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пирĕн ентеш ЧНК вице-президенчĕ

Пирĕн ентеш ЧНК вице-президенчĕ

Х Аслă Пуху çỹллĕ шайра иртнĕ. Чăваш наци конгресĕн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлне Николай Угаслов президент хăйĕн докладĕнче тĕплĕн тишкерсе каласа кăтартнă. Унăн докладне ЧНК пресс-служби хатĕрленĕ фото тата видеоматериалсем пуянлатнă. Доклада сỹтсе явнă çĕре пурĕ 19 делегат хутшăннă, Тюмень, Иркутск, Тутарстан тата ытти регионсенчен, Крым Республикинчен. Пĕтĕмĕшле ЧНК тăватă çулта тунă ĕçе çителĕклĕ тесе хакланă.

Х Аслă Пухăвĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри — ЧНК президентне суйласси пулнă. Делегатсем хушшинче виçĕ кандидата сĕннĕ: Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров тата Олег Мустаев. Олег Мустаев хăйĕн кандидатурине сирнĕ. Икĕ кандидатран уçă сасăлавпа Николай Угаслов çĕнтернĕ. Уншăн пурĕ 283 делегат сасăланă. Анатолий Ухтияровшăн — 2 сасă. Çапла майпа Николай Федорович Угаслов иккĕмĕш хут президента суйланнă.

Аслă Пуху Мăн Канаш пайташĕсене те çĕнĕрен суйланă. Вĕсен шучĕ иртнĕ 8-мĕш пухура 102 çын пулнă пулсан — халĕ 105 пайташа çитнĕ. Аслă Пухăва вĕçленĕ хыççăн çĕнĕрен суйланнă Мăн Канаш пайташĕсем президент çумĕсене палăртнă. Вĕсем 5-ĕн пулчĕç. Пĕрремĕш çумĕ — Валерий Клементьев, вице-президентсем: Олег Мустаев, Анатолий Ухтияров, Петр Ивантаев тата Владимир Тяпкин. Çавăн пекех Мăн Канаш пайташĕсенчен куллен ĕçлекен президиум палăртнă. Унта пурĕ 24 хастара çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code