Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Малти вырăнта — çынсен хăрушсăрлăхĕпе лăпкăлăхĕ

Малти вырăнта — çынсен хăрушсăрлăхĕпе лăпкăлăхĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ноябрĕн 10-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кăçал чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей милицине туса хунăранпа 100 çул çитет.

1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен наркомачĕ «Рабочи милицийĕ çинчен» постановлени йышăннă. 1962 çултанпа патшалăх уявне — Милици кунне паллă тума пуçланă. 1991 çулта Федерацин «Милици çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕ. Пурнăç улшăнса пынă май саккунсем те улшăнаççĕ, Шалти ĕçсен министерстви умне ведомствăн ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелес тĕллевсем тухса тăнă. 2011 çултан Раççей полицийĕн ĕç-хĕлне йĕркелекен саккунсене палăртнă, пĕтĕм организаципе штат тытăмне оптимизацилемелли мероприятисем ирттернĕ. Çĕнĕ саккунсен никĕсĕнче _ Федерацин «Полици çинчен», «Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен социаллă гарантийĕсем çинчен тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсен хăш-пĕр акчĕсене улшăнусем кĕртесси», «Раççей шалти ĕçсен органĕсенчи служба çинчен тата Раççей саккунĕсен хăш-пĕр акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕсем. 2011 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче вăя кĕнĕ хыççăн право сыхлавĕн сотрудникĕсем çĕнĕ ят илчĕç. Уяв çине те витĕм кỹчĕ вăл — Шалти ĕçсен сотрудникĕн кунĕ ята тивĕçрĕ.

Халăха лăпкăлăхпа тивĕçтерекенсен — полици ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Преступленисен çулне пỹлес, тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе кăнтăрла та, çĕрле те тĕрлĕ вырăна çитме тивет вĕсен. Районти полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, çул-çỹрев йĕркине пăхăнассине тивĕçтерес, терроризма, коррупцие, ытти сиенлĕ пулăмсене хирĕç тивĕçлипе кĕрешес тата ытти тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Уяв умĕн çулсерен ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетет.

— Районти йĕрке хуралĕпе çыхăннă лару-тăру, тĕпрен илсен, япăхах мар. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртса уçăмлатас, вĕсен çулне пỹлес тесе çине тăрса ĕçлетпĕр, — палăртать полицин Елчĕкри пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев. — Криминаллă лару-тăрăва çирĕп алăра тытма тăрăшатпăр. Кăçалхи 10 уйăхра районта 85 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çул 82 преступлени). Çул çитменнисем, ỹсĕрле тунă, йывăр преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи шайрах юлнă пулсан, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем (кăçал — 47, иртнĕ çул — 44), ĕçлеменнисем (49-42), ушкăнпа тунă (7-5), ют пурлăха вăрлассипе (25-19) тата çаратассипе (20-13) тунă, уйрăмах йывăр (9-5) преступленисен шучĕ ỹснĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Экономикăри йывăрлăхсене пула, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ çукран чылай çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупаймасть. Çавна май çемьери мăшăрсенчен пĕри ытти региона ĕçлеме тухса каять е теприсем ĕçкĕ авăрне пуçĕпех путаççĕ. Ашшĕ е амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене воспитани парасси кирлĕ шайра пурнăçланса пымасть чылай чух. «Симĕс çĕлене» пула çемьесенче харкашу, çапăçу, хирĕç тăру пуçланать. Полици ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп тĕллев — профилактика ĕçĕ. Çавна май профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси, рейдсемпе операцисем, акцисем ирттересси йăлара. Кунта полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе тата полицин ытти службисен ĕçченĕсемпе пĕрле районти дружинниксен тỹпи пысăк. Маларах асăннă тата ытти киревсĕр пулăмсемпе кĕрешес, профилактика ĕçĕсем ирттерес ĕçре ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ профилактика канашĕсем витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Тỹрĕ çул çинчен пăрăнакансене ларусенче пăхса тухса тĕрĕс çулпа утма хистени, ăнăçсăр тата тулли мар çемьесенче çитĕнекен ачасене сăнасах тăнин витĕмĕ пысăк. Патшалăх тата уйрăм çынсен пурлăхне çаратассине чакарас тĕллевпе çĕрлехи рейдсем йĕркеленине те асăнмалла. Таварпа пурлăх упракан объектсене шанчăклă хỹтлĕхре тытасси те тĕп тивĕç шутĕнче. Çапах та тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла мар. Паянхи кăткăс пурнăç полици ĕçченĕн яваплăхне тата та ỹстерме хистет. Паллă ĕнтĕ, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем (Раççей Федерацийĕн прокуратура тата Следстви комитечĕн, суд ĕçченĕсен, суд приставĕсен сотрудникĕсем) пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени хăйĕн уссине парать, çавна май йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ тивĕçлĕ шайра пурнăçланать тесе çирĕплетме пулать.

Пирĕн коллектив çамрăк пулнине те палăртмалла. Харсăр, хăюллă, шанчăклă. Шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕн уявĕ ячĕпе эпĕ кашни сотрудника тата вĕсен çемйисене, хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансене чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатăп. Кăçалхи уяв пирĕншĕн тата та асра юлмалла иртет…

Елена ПЕТРОВА калаçнă.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Полици пайĕн сотрудникĕсен уяв умĕн пĕрле пуçтарăнса сỹтсе явмалли сахал мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code