Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре туристсене илĕртмелли чылай

Чăваш Енре туристсене илĕртмелли чылай

Чăваш Ене федерацин туризм агентствин ертỹçи Олег Сафонов килсе кайнă. Вăл Шупашкарти туризм объекчĕсемпе паллашнă.

Чи малтан Мускав хăни «Амазони» этнокомплекса çитсе курнă. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта пирĕн республикăра «Этническая Чувашия» инвестици проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннă. Виçĕ çулта туризм объекчĕсене тумашкăн 3 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă.

Олег Сафонова «Тухья» музейĕн проекчĕ уйрăмах кăмăлне кайнă. Вăл çавăн пекех Константин Иванов скверĕпе, Хĕрлĕ тỹремри ăстасен хулипе, ЧР информаципе туризм центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата Хĕрлĕ тỹреме реконструкци тумалли планпа кăсăкланса паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code