Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Почтăпа пĕрле вулатпăр»

«Почтăпа пĕрле вулатпăр»

Раççей почти 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен çĕршыври пур почта çыхăну уйрăмĕнче те «Почтăпа пĕрле вулатпăр» акци йĕркелет.

Енчен те почта çыхăну уйрăмĕнче клиент 100 тенкĕрен хаклăрах хаçат-журнал туянать пулсан, ăна кроссвордсен пуххи тивет, 500 тенкĕрен ытларах туянсан Раççей почтин призĕсен фондĕнчи кăмăла каякан кĕнекене суйласа илме пултарать.

Акцин тĕп тĕллевĕ — халăхăн вулас туртăмне ỹстересси, хаçат-журналпа тата кĕнекесемпе туслă пулма хăнăхтарасси тата пахалăхлă литературăпа паллаштарасси. Чылай почта уйрăмĕ çумĕнче хаçат-журнал киоскĕсемпе кĕнеке лавккисем çуккине те шута илнĕ ку чухне.

— Раççей почти издательство пĕрлешĕвĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени вулакансене тĕрлĕ издани патне туртăнма пулăшĕ, — тесе палăртнă Раççей Почтин тĕп директорĕн почта бизнесĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Инесса Галактионова. Çакăн евĕр акци 2016 çулта та иртнĕ.

Сăмах май, Раççей почти пĕтĕм çĕршывĕпе пурĕ 42 пин почта çыхăну уйрăмне пĕрлештерет, вĕсенче 350 пине яхăн почта ĕçченĕ тăрăшать. Çулсерен 2,5 миллиард (çав шутран 1 миллиарчĕ — патшалăх органĕсенчен) çырупа счета, 297 миллион посылкăна вырăна çитерет. Çав вăхăтрах çулсерен 20 миллион подписчика 1 миллиард экземпляр пичет изданийĕ валеçет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code