Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутран пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.

Хальхинче ертỹçĕсем халăха Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçа кĕртесси çинчен» Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех тĕп темăсен шутĕнче Чăваш Енре наркомани сарăласран асăрханассипе, ноябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн республикăра иртекен Пĕтĕм Раççейри ачасене тỹлевсĕр право пулăшăвĕ памалли кунăн тĕллевĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусем пулĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code