Çак куна 1991 çултанпа кашни çулах тĕнчипех паллă тăваççĕ. Канада ученăйĕ, Нобель премийĕн лауреачĕ Фредерик Бантинг Чарльз Бестон врачпа пĕрле инсулин шухăшласа кăларнă. Сахăр диабечĕпе чирлекенсем çулсеренех нумайланса пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра тĕнчипе çак чирпе 422 миллион ытла çын аптăрать. Паянхи кун тĕлне районта сахăр диабечĕпе чирлĕ 502 çынна регистрациленĕ. Чирлисем хушшинче пĕр ача та пур. Пĕрремĕш ушкăнри диабетпа чирлисен вăтам ỹсĕмĕ 30 çул пулсан, иккĕмĕш ушкăнрисем — 60 çулта.
Сахăр диабечĕпе чирлекенсен апата пĕлсе çимелле. Ирхине çăмарта хăпартни, çуллă мар тăпăрч, сĕтсĕр тата çусăр хатĕрленĕ пăтă лайăх. Ытларах духовкăра пĕçернĕ апатсем çиме тăрăшмалла. Менюра услам çу вырăнне ỹсен-тăран çăвĕ пултăр.
Кăнтăрла çуллă мар ашпа (тĕслĕхрен, кролик какайĕпе) пĕçернĕ е какайсăр яшка çимелле, иккĕмĕш апатсем — пăшăхланă пахча çимĕç пулмалла. Вĕсене çусăр хатĕрлемелле. Йỹçенкĕрех пан улми, пылак мар çырла, сахăрсăр кĕсел усăллă.
Диабетпа чирлĕ çынсен инсулин пур ỹсен-тăрансенчен чей хатĕрлемелле. Вăл хура çырла тата топинамбур çулçинче нумай (вĕсемпе 2-мĕш ушкăнри диабет чухне тата юнри сахăр шайĕ кăштах ỹссен усă курни вырăнлă).
Диабета систерекен тĕп паллă — кĕлетке виçи ỹсни.
Хисеплĕ туссем! Апата яланах пĕлсе çимелле. Вара ку чир сирĕнтен пăрăнса иртĕ.
В.ЛАПШИНА,
терапевт тухтăр.