Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Арăма савăнтартăм

Арăма савăнтартăм

Пирус туртас сиенлĕ йăлана ниепле те пăрахаймастăп. Табак туртмасан тем çитмест пек.

— Хĕрỹ ĕçсем вĕçленчĕç. Канма кайса килес пулĕ? — терĕм пĕринче арăма ним тăвайман енне.

— Ăçта каясшăн? Кай, анчах пирус туртма пăрахса кил. Хăвăн сывлăхна пĕтерни çитмест, ачасене те пирус тĕтĕмĕпе сиенлетĕн. Вунă çул хушшинче миçе пин тенкĕне сывлăша вараласа пустуй кăларса ятăн, — мăкăртатрĕ арăм.

Шутлама пуçларăм, ăçта каймалла? Халĕччен инçе çула тухса курман.

— Таçта мар, Атăл хĕрне кайсан та çитет, — тетĕп мăшăрăма.

Паян канма каясси темех мар, укçа кăна пултăр. Кĕрхи кунсенче ялта кичем, хулара вара рехетленме майсем çителĕклĕ.

Пĕрремĕш кунах сĕтел хушшине виçĕ хĕрарăм вырнаçрĕ. Кану кунĕсем вĕçлениччен пĕрле апатланмалла пирĕн. Пĕринчен тепри чипер, çамрăк. Пĕрле уçăлса çỹреме чĕнеççĕ.

Тухрăмăр кĕрхи вăрман сывлăшĕпе киленме. Виççĕшĕ те пирус мăкăрлантарма пуçларĕç. Иртенпе çăвара чĕлĕм хыпманскер манăн та туртас килсе кайрĕ.

— Сана юрамасть. Эпир туртман арçынсене юрататпăр, — теççĕ.

Хăйсем вара пирус туртнипе кăна çырлахмаççĕ, эрехне те тĕртсе ямаççĕ. Сиенлĕ йăласемпе туслă çамрăк хĕрарăмсем мана хăйсенчен пĕр утăм та хăвармаççĕ. Кунĕпе хулари паллă вырăнсене курса çỹретпĕр, бассейнра ишетпĕр, каçхине ташă картинче киленетпĕр. Ăçта ларатпăр, манăн çĕнĕ туссем тỹрех пирус ярса тытаççĕ. Туртман çынна питĕ япăх иккен табак мăкăрлантаракансен çумĕнче пулма. Çăварĕсенчен шăршă кĕрет, кăмăл пăсăлать. «Мана арăм мĕнле чăтнă-ши?» — текен шухăш канăç памарĕ.

Юнашар утакан виçĕ хĕрарăм пăравус пек мăкăрлантарни çитмест, пире хирĕç килекен çамрăк хĕрарăмсем те çăварне йыт çимен япалана хыпнă. Ялта хĕрарăмсем пирус туртмаççĕ, сывă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ. Çавăнпа та малашне арăма тата хытă хисеплеме пуçлăп. Çапла курортра пирус туртма пăрахрăм. Арăм мĕнле савăннине калама та кирлĕ мар пулĕ…

МИКУЛАЙ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code