Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджет пысăкланнă

Бюджет пысăкланнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулнă.

Улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 499,6 миллион тенкĕлĕх пысăкланать, 5,6 процент хушăнса 43690 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă, министр палăртнă тăрăх, чи малтанах республикăн хăйĕн тупăшĕсем пысăкланнипе никĕсленет. Организацисен, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксем, транспорт налукĕ, нефть продукчĕсен акцизĕсен калăпăшĕ хушăннă — бюджетшăн аван тĕрев. Хушма укçана сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, ытти сфера валли ярассине сỹтсе явнă хыççăн депутатсем улшăнусене ырласа бюджета çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕ хыснана налуксемпе тĕревлеме пулăшнине палăртнă май парламентарисене пысăкланакан бюджетшăн сасăланăшăн тав тунă, хушма миллионсене халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă патшалăх программисене пурнăçлас енĕпе тухăçлă усă курма шантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code