Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисем йỹнелнĕ

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисем йỹнелнĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медикаментсен хакĕ кăçал 2,4 процент пысăкланнине, çав вăхăтрах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3 процент йỹнелнине пĕлтернĕ.

Владимир Викторов грипран, ОРВИ чирĕсенчен хỹтĕленессин хакĕ пирки те сăмах пуçарнă. Вакцинаци — ытахальтен шутласа кăларнă мера мар. Прививка тума пĕр çын валли кирлĕ тăкак 200 тенкĕ патнелле кăна. Чирлесен вара пĕр çынна сиплеме тăкаксем нумай хут пысăкрах. Çавăнпа та, министр палăртнă тăрăх, кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code