Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван енĕм, эсĕ — чи хакли!

Тăван енĕм, эсĕ — чи хакли!

Илеме ăна куçпа анчах мар, чунпа та туйма пĕлмелле. Çавăнпа та эпир, вĕрентекенсем, çамрăк ăру илеме туйса, курса ỹсчĕр тесе тимлетпĕр. Çакă вара пирĕн тĕп тивĕç те.

Аслă Елчĕк шкулĕнчи хастар вулакансен пĕр ушкăнĕ ырă ĕçсен пирвайхи утăмне турĕ. Вулавăш ертỹçи тата ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе вĕсем мухтавлă тăван енĕн илемĕпе паллашас тĕллевпе çул çỹреве тухрĕç. Чи малтанах тĕп лапамра пулчĕç. Кунта курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Вĕренекенсем хальтерех кăна хăпартса лартнă шыв арманĕнчен пуçласа тĕрлĕ техника таранах паллашрĕç. Кунтах мухтавлă ентешсен палăкĕсем, ĕçпе пиçĕхнĕ çынсен сăн ỹкерчĕкĕсем. Таçтан аякран курăнса тăракан Кĕлпике карети ачасене юмах тĕнчине илсе çитерчĕ.

Район центрĕнчи тĕп лапам уçă пĕлĕт айĕнчи музей пекех. Кунта район историйĕпе паллашмалли, килен-каян хăнасене кăтартмалли темĕн те пур.

Илемлĕх яланлăхах асра юлтăр тесе ачасем çак паллă вырăнсенче асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. Каярахпа вĕсенчен сăн ỹкерчĕксен коллажĕ турĕç, ăна шкулти стена хаçатне вырнаçтарчĕç. Çак илемпе хăйсем кăна мар, вулавăша çỹрекен ытти ачасем те кăсăклансах паллашрĕç.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code