Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Мухтавлă тăхăр теçетке

Мухтавлă тăхăр теçетке

Н.П. МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ

Маншăн кăна çапларах туйăнать-и, е ыттисемшĕн те çавăн пек, паянхи самана çиçĕмле хăвăрт иртет: уйăх е çулталăк хыçа юлнине те сиссе юлаймастăн. Акă, эпĕ те, ултă теçеткерен каçрăм пулсан та, ачалăхран хальхи тапхăра тинтерех кăна çитнĕ пек туятăп.

Ялти тĕттĕмлĕх, урамра чĕркуç таран пылчăк çăрăлни паян та куç умĕнчен каймасть. Пиртен маларахрисем краççын лампи çутинче пĕр-пĕринпе ăмăртса кĕнеке вулани, урока хатĕрленни çинчен каласа паратчĕç. Тата… кашниех вăрçă хыççăнхи выçлăхпа чухăнлăхран хăтăласси çинчен ĕмĕтленни… Килти ĕç-пуç е колхоз хирĕпе фермăсенчи лару-тăру та пурне те хумхантаратчĕ.

Атте-анне е вĕсенчен аслисем çурлапа вырса пуçтарнă кĕлтене тăпачăпа çапса тырăллă пулни çинчен асăнатчĕç пулсан, пире те самана хĕрхенсе тăман. Юрать-ха, каярах çав кĕлтесене йĕтемре вырнаçтарнă кăткăс молотилкăпа, унтан трактор сĕтĕрекен комбайнпа пухма тытăннă. Ун хыççăн та, вăрçă çулĕсенче пĕтĕм хире тенĕ пекех вăкăрпа е, ĕнесене те кỹлсе, сухалани паян юмах пек туйăнать. Çапах та чăнлăхран пăрăнаймăн.

Апла пулин те район халăхĕ, ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕсем кăна мар, ача-пăча та тỹснĕ çав йывăрлăхсене. Епле кăткăс, кансĕр пулсан та, шăла çыртса, тепĕр чухне куççульне шăлса, асаплăха çĕнтернĕ.

Атте-анне сăмахĕсем паян та чĕрере: ирсĕр вăрçă пулман пулсан урăхларах пулатчĕ пулĕ те…

Чăнах та, маларах пурнăçĕ аванах йĕркеленсе кайнă пулĕ çав. Хамăр ялтах (Патреккелĕнче) ĕç кунĕ пуçне темиçе кило тырă валеçсе пани çинчен калаçма тытăнчĕç. Пăла таврашĕнчи лаптăксенче кăнтăр культурисем — дыня, арпус тата ыттине те — çитĕнтерсе ял-йыша савăнтарнă. Каярахпа, вăрçă хыççăнхи тата каярахри çулсенче чылай колхозсенче пахча çимĕç тата унăн вăррине çитĕнтерсе сутса халăх пуйма патнех çитнĕ. Аслă Елчĕксем çирĕм ытла гектар йышăнакан лаптăкра хăмла çитĕнтерме, («симĕс ылтăн» тенĕ ăна) халăха лайăх тỹлеме, фермăсемпе тырă кĕлечĕсем кăна мар, культурăпа йăла çурчĕсем те тума тытăннă. Шăпах çак хуçалăха — Ленин ячĕллĕ колхоза (Гурий Иванович Тябуков фронтовик председатель пулнă çулсенче) чи малтан СССР Правительствипе обществăлла организацисен Хĕрлĕ Ялавне ĕмĕр асăнмалăх пама йышăннă, ăна вăл вăхăтри актив тата вун-вун колхозник куç шăрçи пек упрама тупа туса, чĕркуçленсе чуп тунă.

Мухтав район халăхне, çав Ялава та, «Победа» колхоз ĕçченĕсене тивĕçнĕ Ленин орденне, Кĕçĕн Шăхалĕнчи «Новое Ищеряково» тата «Слава» колхоз çĕнсе илнĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене те паян кун та хăйсен музейĕсенче чыслăн упраççĕ. Района тивĕçнĕ Асăну ялавĕсем те (пĕрре кăна мар вĕсем) халăхăн хастарлăхĕпе кăтартуллă ĕçне уçăмлăн кăтартаççĕ.

Питĕ шел, тем тесен те, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенчи çĕнетỹсен малтанхи тапхăрĕнчи йăнăшсене пула, халăх тарĕпе, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе çĕнсе илнĕ чикĕсем пĕтĕмпех (çав шутра сумлă предприятисем те) сыхланса юлаймарĕç. Çакă чылайăшне, паллах, мана та, халĕ те хытă шухăшлаттарать. Район пурнăçĕнчи ытти пулăмсем те алă тупанĕ çинчи пек куç умне тухаççĕ паян. Вăтăрмĕш çулсенче колхозсем йĕркелесенех пурте халăха пĕрлешỹллĕ ĕçе явăçтармалли, хресчене çăкăрлă-тăварлă тăвас ĕмĕтпе пурăнни чылай ырăлăхсем кỹнĕ. Çав çулсенчех халăх хутшăннипе тĕрлĕ еннелле хăш-пĕр çул-йĕр те çĕкленĕ.

Каярахпа, колхозсем тăрăшнипех, кашни ялтах клуб е культура çурчĕ, ача сачĕ, лавкка е шкул туни те аслă ăрăвăн пархатарлă тата манăçми ĕçĕ пулса юлать. Кунта тĕрлĕ çулсенче пирĕн района ăнăçлă ертсе пынă ăслă та пултаруллă ертỹçĕсен тỹпи питех те пысăк. 1960 çулсен иккĕмĕш çурринчен пуçласа, район çĕнĕрен йĕркеленнĕ хыççăн, Анатолий Андреевич Васильевпа Зинон Павлович Пчелов, Николай Петрович Паймушинпа Николай Кузьмич Архилин, Василий Яковлевич Шадриковпа Петр Дмитриевич Хушкин, Анатолий Ефимович Молоствов, Петр Александрович Блинов района аталантарассипе уйрăмах нумай вăй хунă.

Вăрçă çулĕсенче те Елчĕксем республикăри чи пуçаруллă тата пултаруллă патриотсем — чăннипех те Аслă Çĕнтерĕве туптакансем пулнине уйрăммăн палăртмалла. Пĕтĕмпе 7142 ентеш фронта, чылайăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Вĕсен хушшинче çĕре яхăн хĕрарăм (ытларахăшĕ медиксем пулнă). Çавсенчен çуррине яхăн — 3427-шĕ тăван ене таврăнайман, вăрçă хирнех выртса юлнă. Виççĕшĕ вара — Энтепе каччи Семен Андреев, Елчĕкри Александр Беляевпа Николай Иванов Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕç пулнă.

Тылри çынсем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тỹпе хывнă. Вĕсем фронта тыр-пулпа тĕрлĕ апат-çимĕç, ăшă тумтирпе ытти япаласем тăтăшах ăсатнă. «Марс» колхоз председателĕ Абдулла Гаязов, куçĕ япăхрах курнипе фронта лекейменскер, хăйĕн пĕтĕм укçине — 100 пин тенкĕ Оборона фондне хывса Иван Кочетов летчика ЯК-9 самолет туянса парнеленĕ. Çакăншăн вăл çĕршыв главнокомандующийĕн Иосиф Виссарионович Сталинăн тавне тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсене хам та кăштах астунăран, çакна палăртатăп: Елчĕксем темле йывăрлăхра та пуç усман, парăнман. Халăх хавалĕпе, ĕçченлĕхĕпе çĕклесе лартнă крахмал завочĕ, МТС (каярахпа «Сельхозтехника» тата «Сельхозхими»пĕрлешĕвĕсемпе ытти предприятисем район чысне те, халăх ятне те çĕкленĕ.

Вунă çул каялла, çакăн пекех район уявĕнче, пирĕн патăмăрта МТС директорĕнче, каярахпа КПСС обкомĕнче ĕçленĕ Максимилиан Федотович Никишов çапла каланине астăватăп: «Елчĕк механизаторĕсем хăйсен теветкеллĕхĕпе те, чăтăмлăхĕпе те тĕлĕнтеретчĕç. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче (ун чухне Елчĕк — Канаш çул çинче асфальт мар, йĕркеллĕ чул сарни те пулман) вĕсем çула май транспортпа Канаша ларса каятчĕç те, саппас пайсене тултарнă тулли михĕсене çурăм хыçне çакса килсе, хăйсене çирĕплетнĕ техникăна тĕплĕн юсаса лартатчĕç…»

Тỹррипе каласан, паян та эпир малтисен тата пуçаруллисен ретĕнче. Пирĕнтен килмен сăлтава пула арканнă чылай колхоз вырăнне çĕнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм фермер хуçалăхĕсем чĕрĕлсе тăнинче ял çыннин паттăрлăхĕ тепĕр хут палăрма пуçларĕ. Кăçал район нихçанхинчен те пысăк тухăç, пĕтĕмпе 64 пин тонна тыр-пул пухса илсе кĕлете хывни çакна çирĕплетекен чи ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Промышленность предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем пуçарнă ĕçсем район экономикине пысăк тỹпе хываççĕ. «Промсервис», «Чăвашьенкрахмал», «Ритуал» организацисем темиçе çултанпа пĕр тикĕссĕн аталанса пыраççĕ. Пĕтес патнех çитнĕ Елчĕкри сыр завочĕ ĕçлесе кайни те — ырă пулăм.

Эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннă 17 çул хушшинче те ял çынни тĕлĕнмелле тăрăшулăх тата пултарулăх кăтартнипе, чăннипех, мухтанас килет. Эпир, республикăн чи аякри районĕ пулсан та, кашни яла çут çанталăк газĕ кĕртес ыйтăва чи малтисемпе пĕрле татса патăмăр. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи харкам хăй хваттерне уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçарассипе те япăх мар ĕçлеме пултартăмăр. Кашни яла асфальт çул çитерессипе те республика умĕнче ятăмăра ямарăмăр. Халĕ ялсенчи урамсенчи çулсене вакă чулпа витессипе те ыттисенчен юлмастпăр.

Культурăри, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçре е ытти сферăра тăрăшакансем хастар та пуçаруллă пирĕн. Районтан та аслăрах, нумаях пулмасть 95 çул тултарнă Патреккел халăх хорĕн чапĕ республикăра кăна мар, Раççейĕпех паллă. Вăл, юлашки вун-вун çул хушши Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыраканскер, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса, пурне те хавхалантарса пырать. Çавна май ытти библиотекăсем те, культура центрĕсемпе клубсем те халăха лайăх канма, ăс-тăн пухма, культура енчен аталанма витĕмлĕ пулăшу параççĕ.

Вĕрентỹ системинчи ăнăçлăхсемпе те савăнма пултаратпăр эпир. Раççейри ялти шкулсем хушшинчи тупăшура палăрнă унчченхи 200, кăçал 300 шкултан вун иккĕшĕ пирĕн республикăран пулни, çавсенчен иккĕшĕ — Елчĕкри тата Çирĕклĕ Шăхальти вĕренỹ учрежденийĕсем пулни мĕн тери паха! Елчĕк шкулĕ виçĕ çулĕнче те тăтăш палăрни тата. Предмет олимпиадисенче пилĕк çул йĕркипех пирĕннисем çĕнтерни те савăнăç кỹрет. Çирĕклĕ Шăхалĕнче вĕренекен Дмитрий Волков физкультурăпа çĕнтерỹçĕ, Елчĕк шкулĕнчи Николай Петров технологи енĕпе Раççей призерĕ пулса тăни вĕрентекенсене те, ашшĕ-амăшне те хавхалантарса çунат хушать.

Елчĕкре «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнăранпа (ăна темиçе çултанпа Роберт Григорьев ертсе пырать) халăх ăмăртусене хутшăнасси тата çĕнтерỹсем тăвасси палăрмаллах ỹсрĕ. Хоккей команди, сăмахран, Чăваш Республики ятне Сочире ăнăçлă хỹтĕлерĕ. Штангистсен, кире пуканĕ йăтакансен, çуран чупакансен командисем те курăмлă ĕçлеççĕ. Вĕсене хамăр районта ỹссе çитĕннĕ Олимп вăййисен призерĕсен Ардалион Игнатьевпа Владимир Андреев тĕслĕхĕ çĕнтерỹçĕсем пулма хистет.

Сывлăха сыхлас енĕпе те çитĕнỹсем çук мар. Сахалтарах пулсан та Елчĕке çамрăк врачсем те килеççĕ. Ялсенче юлашки çулсенче кăна 9 çĕнĕ ФАП, çав шутран кăçал иккĕшне уçни те куç умĕнче. Çавна май Республика ертỹлĕхĕ пире чылай чухне ырăпа асăнать.

Çак ырă улшăнусене тĕпе хурса, сире, сирĕн урлă Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан мĕнпур çынна пуç тайса, кăмăлтан саламлатăп паян, чаплă уяв — район 90 çул тултарнă кунĕнче!

Пурне те ĕçре тата пурнăçра ăнăçлăхпа çирĕп сывлăх сунатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code