Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравления с 90-летием Яльчикского района

Поздравления с 90-летием Яльчикского района

Хисеплĕ Елчĕк район ĕçченĕсем!

Сире район 90 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп.

Мĕн авалтанах Елчĕк тăрăхĕ тараватлă та хастар, тăрăшуллă та ăста çынсемпе палăрса тăнă.

Паянхи кун та эсир района малалла аталантарас, ăна илемлĕрех те хăтлăрах тăвас тесе ырми-канми вăй хуратăр.

Елчĕк тăрăхĕ ăнăçлăн аталанать, çул-йĕр хывасси, пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем хута ярасси тата вĕсене юсаса çĕнетесси кал-кал пырать.

Экономика тата ял хуçалăх аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе район малтисен ретĕнче. Кăçал та район çĕр ĕçченĕсем паха та пуян тыр-пул пуçтарса кĕртрĕç, вырма ĕçĕсене пуринчен те маларах вĕçлерĕç. Çакăншăн эсир пурте пысăк хисепе тивĕç.

Пирĕн пĕрлехи тĕллев — ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарасси, ĕç тухăçлăхне тата производство культурине ỹстерсе потребитель рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе пуянлатасси.

Çак ĕçсене тума сире пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшỹ сунатăп!

Елчĕк тăрăхĕ малашне те малтисен ретĕнче пултăр!

М.В.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Ентешсем — Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ячĕпе сире района туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ нумай ăрушăн паянхи событи çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Иртнĕ çулсенче муниципалитет аталану çул-йĕрĕпе çирĕппĕн утса пысăк çитĕнỹсем турĕ, экономикăпа обществăлла хутшăнусенчи çĕнетĕвĕн кăткăс тапхăрне ăнăçлă чăтса ирттерчĕ.

Хальхи вăхăтра район ура çинче çирĕп тăракан агропромышленность комплексĕпе мухтанма пултарать. Елчĕк тăрăхĕнче инновациллĕ производство объекчĕсем ĕçлеççĕ, ялсене тирпей-илем кĕртеççĕ, ку чухнехи ФАПсем уçăлаççĕ, çĕнĕ çулсем сараççĕ, вĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Райцентр, ун таврашĕнчи ялсем хитреленсе пыраççĕ, вĕсенче ыр курса пурăнма пĕтĕм услови пур. Хитре тавралăх, истори палăкĕсем, пуян культура пурри районта туристсем валли программăсем туса аталантарма пулăшать.

Паллах, çак çитĕнỹсем Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан çынсем ырми-канми ĕçленипе пулнă. Районта мухтавлă ĕç традицийĕсене тытса пыраççĕ çеç мар, халăхăн культура пуянлăхне те типтерлĕн упраççĕ.

Çакна шанатăп: Елчĕк районĕнче пурăнакансем хăйсем çуралнă вырăна, ĕçе юратни, малашлăха çирĕп ĕненсе тăни района, çавăн пекех Чăваш Ене малалла аталанма, чечекленме пулăшсах пырĕ!

В.Н.ФИЛИМОНОВ,
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.

 

Уважаемый Николай Петрович и жители Яльчикского района!

Поздравляю вас с 90-й годовщиной образования района. Это хороший повод подвести итог, закрыть одну и открыть новую страницу в истории, которая обязательно будет еще ярче и интереснее в районе, где живут прекрасные люди, отличающиеся особой теплотой души и гостеприимством, порядочностью и трудолюбием. Вы по праву можете гордиться своим районом, его традициями и современными достижениями. Уверена, что у района есть все предпосылки для дальнейшего развития.

Пусть Яльчикский край процветает с каждым годом, становится краше и комфортнее, а его выдающиеся и талантливые жители смело строят и воплощают в жизнь новые планы, добиваются высоких результатов.

Примите самые теплые и искренние пожелания — здоровья, успехов, удачи во всех начинаниях, стабильности и экономического процветания. Уверенности в своих силах и завтрашнем дне, мира и благополучия каждому дому, каждой семье.

С уважением — депутат Государственной Думы Российской Федерации
А.И.АРШИНОВА.

 

Хаклă ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн сумлă ывăл-хĕрĕ!

Сире юратнă районăмăр 90 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!

Район юбилейĕ Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, паян унта пурăнакансене, район аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Хамăрăн тăван çĕршыва чунтан юратни, мухтавлă ентешсен паттăрлăхĕпе мухтанни, Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăнни чăн-чăн патриотсен чĕрисенче нихăçан та сỹнмĕ.

Паянхи кун район экономики, ял хуçалăхĕ, промышленность, капиталлă строительство, социаллă инфраструктура пĕр тикĕссĕн аталанаççĕ. Елчĕк çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ вăл — пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсем — ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹпе сывлăха сыхлас ĕçре, социаллă сферăпа культурăра тата ытти тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем. Вуншар çулсенче йĕркеленнĕ йăла-йĕркене вĕсем типтерлĕн упраса, хушса пыраççĕ.

Юратнă районăмăра малалла çĕкленсе пыма, район халăхне — çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ырă пулăмсем, ăнăçу сунатпăр. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар, ума лартнă тĕллевсене пĕрле пурнăçласа пырса района малалла аталантарар.

И.И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.П.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Уважаемый Николай Петрович!

От всей души поздравляю Вас и всех жителей родного Яльчикского района с юбилеем. Яльчикский край, где родились наши отцы и деды, был всегда на виду в Чувашской Республике. Наши ветераны в свое время создали фундамент стабильного развития, находясь на границе дружеской Республикой Татарстан, веками сохраняли дружбу между народами, дополняя друг друга культурой, самобытностью, языком и трудолюбием. Наша земля самая плодородная не только урожаем сельскохозяйственных культур, но и талантливыми, способными проявлять себя людьми, они достойно представляют район не только в Чувашской Республике, но и за ее пределами.

Благодаря вашей активной работе наш район все больше и больше процветает, обретая новые возможности в развитии. Его жители чувствуют себя комфортно, и это значит, что вы и ваша команда трудится эффективно, воплощая все новые проекты в жизнь, укрепляя сотрудничество и партнерство с другими территориями, заботясь о благосостоянии граждан. Искренне желаю больших успехов в осуществлении всех ваших планов. Пусть наш район будет всегда любимым домом, в котором хочется жить, работать, творить, воспитывать детей, радоваться жизни.

Заместитель Председателя Правительства Республики Коми — министр
сельского хозяйства и потребительского рынка А.П.КНЯЗЕВ.

 

Хаклă та хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Çак паллă уяв пире пурне те пĕрлештерет, утса тухнă кун-çула тишкерме, малашлăх плансене палăртма хистет.

Елчĕк çĕрĕ пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хастар çынсемпе яланах пуян. Çавна май район экономикăпа социаллă пурнăç тăнăçлăхне упраса тăнисĕр пуçне тĕрлĕ сферăра çитĕнỹсемпе тата ăнăçусемпе палăрсах пырать.

Тăван район малашне те ăнăçлă аталантăр, илемлĕ те хăтлă пултăр. Кашни çемьерех юрату, килĕшỹ, татулăх хуçалантăр, район çыннисем çирĕп сывлăхлă, телейлĕ, ăнăçуллă пулччăр!

А.Ю.ЛАПШИН,
«Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи.

 

Уважаемые жители Яльчикского района!

Дорогие земляки! От всей души поздравляю вас с 90-летием родного района — нашей малой родины! Для каждого из нас это не просто знаменательное событие. Это, прежде всего, наш повседневный труд, радости и испытания, наша судьба, наша биография.

Люди района — это его красота и сила. Мы гордимся нашими земляками, среди которых Герои Советского Союза, заслуженные работники и орденоносцы, общественные деятели. Достоин уважения плодотворный труд работников сельскохозяйственных предприятий, строительной и транспортной отрасли, энергетики, торговли, социальной и культурной сферы и всех тех, кто своим трудом влияет на процветание района.

Дорогие земляки! Наш путь в истории продолжается, и мы верим, что впереди у Яльчикского района еще много и много новых славных страниц.

От всей души желаю вам крепкого здоровья, благополучия, новых свершений и уверенности в завтрашнем дне. С юбилеем вас, дорогие земляки!

Председатель Чувашской республиканской общественной организации
ветеранов боевых действий В.Н.ЯКОВЛЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code