Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Чунăм манăн, Елчĕк ен»

«Чунăм манăн, Елчĕк ен»

Районăн 90 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ кунсенче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тата историпе тăван тавралăх музейĕнче çутă кỹлĕ хĕрринче — Çуткỹл ялĕнче çуралнă, кунти тăван тавралăхăн ытарайми илемне мĕн ачаран ăша хывса çитĕннĕ ỹнер ăстин Василий Софронович Васильевăн «Чунăм манăн, Елчĕк ен» куравĕ уçăлчĕ.

Кун-çул шăпи ăна çак çулсем тăршшĕпех Каçал тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнма пỹрнĕ пулсан та çуралнă тăван кĕтес, пурпĕрех, уншăн чи хакли. Çакна эпир курава тăратнă ỹкерчĕксен пуххинчен те куратпăр — Елчĕк тăрăхне сăнарлаканни кунта нумай. Савăнăçра та, хурлăхра та — тĕрлĕ кунра ỹкернĕ вĕсене.

Пархатарлă та ятлă-сумлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Василий Васильевăн ĕç биографийĕ анлă та пуян. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен патшалăх педагогика институтĕнче художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнчи шкулта рисовани, черчени, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Ун хыççăн 10 çула яхăн культура пайĕн ертỹçи пулса тăрăшнă, çак тапхăрта музей уçма, район энциклопедине хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă.

Кулленхи ĕçри тивĕçĕпе яваплăхĕ мĕн тери пысăк пулнине пăхмасăр, Василий Софронович шалти туйăмĕ — чун-чĕре хистевĕнчен те пăрăнайман. Тĕрлĕ жанрпа усă курса çырнă ỹкерчĕкĕсемпе вăл çак таранччен Раççей шайĕнчи куравсене хутшăнма та вăхăт тупнă. Унăн ĕçĕсем пысăк хака та тивĕçнĕ. Чиркĕве ĕненнине тата хисепленине палăртса вĕсен ĕçĕнчен те тăрса юлмасть. Иртнĕ çул анчах Курнавăшри Христос çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕнчи ỹтсĕр, куçа курăнман ангелсемпе архангелсен икон-фрескисене стенасемпе мачча çине вырнаçтарассипе мĕн чухлĕ вăй хучĕ! Сăмах май, чиркỹ настоятелĕн Анатолий аттен çывăх юлташĕ те вăл.

…Ỹнерçĕ пулма вара ытти çынсенчен расна творчествăлла ăспа ĕç хайлавĕ пулмалла, шухăша тем тери вĕçтерме пĕлмелле унăн. Тĕл пулăва хутшăннă Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин халăх художникĕ, Василий Васильевăн çывăх юлташĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Михаил Григорян, Чăваш Республикин халăх художникĕ Викентий Лукиянов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ỹнерçĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Василий Софроновича çынна чăн тĕрĕс çулпа утса пыма вĕрентекен, çитĕнекен ăрăва мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантаракан çакăн йышши пысăк курав йĕркелеме пултарнă ятпа чун-чĕререн тав тунине пĕлтерчĕç…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый çывăх тăванĕпе — Василий Васильев ỹнерçĕпе пĕрле

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code