Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 8000 килограмшăн!

8000 килограмшăн!

Кăçал кашни ĕнерен шăпах çакăн чухлĕ сĕт суса илме ĕмĕтленеççĕ «Победа» ОООра çулталăк вĕçленнĕ тĕле. Майĕсем вара çителĕклĕ. Кунта ĕнесен кĕтĕвне çулсерен çĕнетсе пыраççĕ, тулли апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ тата унăн пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Зоотехника тата ветеринари требованийĕсене туллин пурнăçлани, ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн 3 хутчен суни продуктивлăха тата та ỹстерет.

Доярка профессийĕ фермăри тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Паянхи хуçалăхсем самана таппипе тан утнă май мĕн пур ĕçе механизациленĕ, çавна май асăннă професси те ĕне сăвакан оператор ятпа улшăнчĕ. Зинаида Валериановна Свеклова «Победа» сахал яваплă юлташлăхра ĕне сăвакан операторта тăрăшать. 21 çул ĕçлет вăл. Маларах хуçалăх бригадинче, унтан чылай çул пăру пăхаканра тăрăшнă. Доярка ĕçне кỹлĕннĕренпе çулталăк анчах çитнĕ, çапах та çитĕнỹпе палăрма ĕлкĕрчĕ ĕçчен. Кăçалхи вунă уйăхра кашни ĕнерен 6757 килограмм сĕт суса мала тухма пултарчĕ. Ĕçне кура — хисепĕ. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Кашни ир 4 сехет çитичченех вăранать Зинаида. Кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсене пурнăçланă хыççăн фермăна васкать правурскер. Зинаидăпа пĕрле фермăра тата ĕне сăвакан 5 оператор тăрăшать: Аня Константинова, Галина Глинина, Татьяна Веникова, Любовь Иванова, Владимир Михайлов.

— Кашни кун ĕçе тулли кăмăлпа утатăп. Хуçалăхăмăр ура çинче çирĕп тăрать. Халĕ яллă вырăнта та чуна çывăх ĕç тупма май пурришĕн, шалу тивĕçлĕ шайра пулнишĕн чун-чĕререн савăнатăп, — хыпарлать оператор. Хуçалăхра ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 21 пин тенке яхăн пулсан, дояркăсен вăтамран 24-25 пин тенкĕпе танлашать.

Выльăх-чĕрлĕхе пĕчĕкренех юратнине пытармасть Ульяновск облаçĕнче çуралса ỹснĕскер. Кашни ĕнепех çынпа калаçнă пек ачашшăн та ăшшăн пуплет, пурне те ятран чĕнет.

— Вĕсем те çын пекех. Ачашлăхпа ырăлăха лайăх ăнланаççĕ, — тет кăмăллăн.

Зинаидăпа Сергей Свекловсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли Кирилл кĕçех салтакран таврăнмалла. Кристина 3-мĕш класра вĕренет. Çемье пуçĕ хальхи вăхăтра ют региона ĕçлеме çỹрет.

Ĕçчен те тăрăшуллă дояркăна Николай Головин ертỹçĕ те мухтать.

Николай Александрович фермăна ирхи сăвăм пуçлансанах çитет, кулленхи ĕç-хĕлпе интересленнĕ май ĕçченсене мĕн савăнтарнипе тата пăшăрхантарнипе паллашсах тăрать, чăрмавсем пулсан вĕсене вăхăтра сирсе яма тăрăшать.

— Кăçал эпир сĕт сутнинчен 20 миллион тенке яхăн тупăш илтĕмĕр, — кăмăллăн палăртать Н.А.Головин. — Çакăнта Зинаида пек пуçаруллă ĕçченсен тỹпи пысăк.

Елена ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Зинаида Свеклова ĕне сăвакан оператор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code