Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Вăхăтлăха — хĕç-пăшалсăр

Вăхăтлăха — хĕç-пăшалсăр

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, 2018 çулхи майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 25-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче футбол енĕпе FIFA 2018 чемпионат иртнĕ май Мускавра, Санкт-Петербургра, Тутарстан тата Мордови Республикисенче, Краснодар тăрăхĕнче, Волгоград, Чулхула, Свердловск, Калининград облаçĕсенче хĕç-пăшал çаврăнăшне (спортри хĕç-пăшалсăр пуçне) чарнă.

Çавна май граждансене Раççей Федерацийĕн асăннă субъекчĕсенче хĕç-пăшалсăр çỹреме ыйтатпăр. Çак йĕрке харпăр хăйне хỹтĕлес тĕллевлĕ граждансене те пырса тивет. Енчен те хĕç-пăшала е патронсене хуçисенчен вăхăтлăха тытса илнĕ пулсан, вĕсене 2018 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче тавăрса парĕç. Ку енĕпе ыйтусем çуралсан (883538) 2-40-11, (88352) 24-37-51, 24-37-52, 24-37-53 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code