Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тавлашу суранпа вĕçленнĕ

Тавлашу суранпа вĕçленнĕ

Елчĕк район сучĕ Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.1.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснă Кушкăра пурăнакан Т. ĕçне пăхса тухнă.

2017 çулхи августăн 30-мĕшĕнче арçын çак ялта пурăнакан З. килĕнче пулнă май унпа тавлашма пуçланă, тавлашу хĕрỹленнĕ май пуçĕпе З.-ăн питне пырса сĕкнĕ. Çавна май теприн сывлăхне сиенлемесĕр йывăрах мар суран кỹнĕ.

Айăпçăн ĕçне пăхса тухнă чух арçыннăн хỹттинче çула çитмен икĕ çамрăк ача пуррине шута илнĕ. Суд айăпçăна 5 пин тенкĕ штраф пама йышăннă.

Г.ЧЕРНОВА.
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code