Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ылтăн хачă»

«Ылтăн хачă»

Районти парикмахерсем хушшинче иккĕмĕш хут «Ылтăн хачă» конкурс иртнĕ.

Кăçал тупăшăва тăватă ăста хутшăннă. Парикмахерсем «Елчĕк ен пики» конкурса хутшăннисене модăллă прическăсем туса хитрелетнĕ. Конкурсра «Клеопатра» парикмахерĕ Антонина Григорьева çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Надежда Карсакова тата Татьяна Галкинăпа Венера Мальцева.

Район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова районта вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă, çĕнтерỹçĕпе призерсене дипломсем, сертификатсем тата укçан преми парса чысланă.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code