Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Атте-анне пиллĕхĕ вутра та çунмасть,

«Атте-анне пиллĕхĕ вутра та çунмасть,

шывра та путмасть», — тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене тỹрре кăларакан çемьесем чăннипех те телейлĕ. Çемьери килĕшỹ, тату пурнăç вара ытларах хамăртан килет.

Районти ЗАГС пайĕнче анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса, çур ĕмĕр е ытларах та пĕрле килĕштерсе утакан мăшăрсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина кашнийĕнчех ял-йышра ырă ят-сума çĕнсе илнĕ çемьесем утса тухнă анлă çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарать.

Чыслава йыхравланă чи çамрăк мăшăр — сапфир туй кĕрекине ларнă Çĕнĕ Эйпеçри Воробьевсен çемйи. 45 çул пĕр-пĕрне куçран пăхса, ăшшăн йăл кулса ăнланаççĕ Владимир Петровичпа Тамара Николаевна. Çемье пуçĕ ĕç биографине тăван колхозра пуçланă, çар ретĕнче тăнă. Чăваш ялхуçалăх институтне пĕтерсен «Слава» колхозра агрономра, партком секретарĕнче тăрăшнă. Каярахпа районти ялхуçалăх управленийĕн ертỹçин тилхепине тытса пынă. 1990 çулта Владимир Петровича «Слава» колхоз председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. 8 çул тăрăшнă вăл çак яваплă ĕçре. Ун хыççăн Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.

Владимир Петровичăн мăшăрĕ, Тамара Николаевна, Çĕмĕрле районĕнче çуралса ỹснĕ. Шупашкарти электроприборсем тăвакан заводра поварта ĕçленĕ. Çамрăксем тĕп хуламăрта паллашнă. Туслăх юратăва куçнă. Мăшăр Елчĕк ене таврăннă. Тамара райпо системинче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă.

Воробьевсем виçĕ ача çуратса пăхса ỹстерсе килти ăшă йăваран вĕçтерсе кăларса тĕреклĕ çилçунат парнеленĕ. Виççĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Аслă хĕрĕ, Татьяна, «Чăвашрегионгазăн» Елчĕкри уйрăмĕнче контролерта тăрăшать. Андрей ывăлĕ те районтах тĕпленнĕ. Вăл ăста юрист. Кĕçĕнни, Наталья, Шупашкарта налук службинче вăй хурать.

Аслă Елчĕкри Иван Никифоровичпа Вера Севастьяновна Порфирьевсем 50 çул çемье сукмакне такăрлатаççĕ. Çемье пуçĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ те пенсие тухичченех Ленин ячĕллĕ хуçалăхра малтан пăрусем пăхнă, каярахпа ĕне сунă. Колхоз производствинче тăрăшса ĕçленĕшĕн иккĕшĕн те Хисеп хучĕсем нумай.

Порфирьевсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Асли, Виталий, Çĕрпỹ хулинче пурăнать. Водительте тăрăшать. Юрий Елчĕкри полици пайĕнче вăй хурать. Ирина Йĕпреçри кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлет. Ватăсем 7 мăнукĕпе, 1 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Тепĕр мăшăр — 50 çул çемье сукмакне такăрлатнă Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Петр Сергеевичпа Валентина Григорьевна Красновсем, 52 çул пурнăç çулĕпе сумлăн утакан Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Федор Николаевичпа Алимпия Алексеевна Фоминсем пирки эпир хамăр хаçатра каласа кăтартнă ĕнтĕ.

Елчĕкре пурăнакан Анатолий Павловичпа Антонина Георгиевна Кузьминсем çак кунсенче мăшăрланни 50 çул çитнине паллă тунă. Тỹскел каччипе Аслă Пăла Тимеш хĕрĕ Елчĕкри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра Анатолий механикре, Антонина закройщицăра тăрăшнă. Çемье çавăрса виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем Чăваш Енрех хунав янă. Светланăпа Надя поварсем, Анатолий — уйрăм предприниматель. Телейлĕ мăшăр 4 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Мăшăрланура 55 çул тăракансем изумруд туй юбилейне паллă тăваççĕ. Изумруд телейлĕ юрату чулĕ шутланать. Çĕнĕ Пăвари Федор Зиновьевичпа Наталия Николаевна Квасовсем, Тип Тимешри Кирилл Евменьевичпа Лидия Корниловна Васильевсем шăпах çемье телейне 55 çул чыслăн упраççĕ. Калама кăна! Çак тапхăрта икĕ çемье те савăнăçне, нуши-тертне, хуйхине сахал мар астивнĕ. Акă, Федор Зиновьевичпа Наталия Николаевна çамрăкран пуçласа мĕн ватăличчен тăван колхозра вăй хунă. 5 ача амăшĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 58 çул. Паян Квасовсем пилĕк тĕпренчĕкĕпе, 11 мăнукĕпе, 4 кĕçĕн мăнукĕпе киленеççĕ. Çу кунĕсенче тĕрлĕ çĕре саланнă ачисен мăнукĕсем ватăсен чун-чĕрине ăшăтаççĕ. Ашшĕ-амăшне районта хисеп тунине пĕлсен пилĕк пĕр тăван та çывăх çыннисене саламлама вăхăт тупнă.

Кăçал кăна 80 çулхи юбилейне паллă тунă Кирилл Евменьевич Васильевпа хĕл кунĕнче ăшшăн калаçса лармах тỹр килнĕччĕ. Çепĕç чĕлхеллĕ те ăшпиллĕ Лидия Корниловăпа иккĕшĕ те пĕр ялтах çуралса ỹснĕ. Юратса çемье çавăрнă. 5 ачана пурнăç пилленĕ. Ĕç ветеранĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан та тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Ял çинчи хисеплĕ мăшăрăн ачисем те хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе тăрăшса ырă ята тивĕçнĕ. Паян хисеплĕ ватăсем 10 мăнукĕн тата 2 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса ĕмĕре ĕмĕрлеççĕ.

Тăрăм ялĕнчи Анатолий Алексеевичпа Елена Федотовна Волковсем 55 çул, Аслă Таяпари Алексей Петровичпа Нина Александровна Петровсем 56 çул, Кивĕ Арланкассинчи Николай Васильевичпа Антонина Зиновьевна Богдановсем 57 çул, Таяпа Энтринчи Александр Дмитриевичпа Валентина Петровна Борисовсем 60 çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утаççĕ. Кашнийĕн пурнăç çулĕ анлă та сулмаклă. Волковсем — 5, Петровсем — 2, Богдановсем — 3, Борисовсем 6 ача пăхса ỹстерсе анлă пурнăç çулĕ пилленĕ. Кашнийĕшĕн ĕç стажĕ пысăк.

Сумлă, çемье карапĕпе вун-вун çул ишсе анлă çыран хĕррине çитнĕ мăшăрсем, вĕсен ачисем çине пăхатăн та чун-чĕре савăнăçпа тулать, ытла та телейлĕ-çке вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ачисем пуррипе, ачисем вара ашшĕ-амăшĕ паян та хăйсен çумĕнче пулнипе, ырă та сывă пурăннипе телейпе çиçеççĕ. Çакăнтан ытларах ырлăх мĕн пултăр? Ăна нимĕнле укçа-тенкĕпе те виçме çук-çке.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Районти чи лайăх çемьесен шутĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Тамарăпа Владимир Воробьевсем Татьяна хĕрĕпе тата Андрей ывăлĕпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code