Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Виртуаллă тĕнчере эпир хỹтлĕхсĕр

Виртуаллă тĕнчере эпир хỹтлĕхсĕр

Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2018 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕсен социаллă сетьсен ĕç-хĕлне право енчен йĕркелесе тăма сĕнекен саккун проекчĕ вăя кĕмелле.

Саккун социаллă сетьсенчи страницăсене чăн ятпа тата паспортпа уçмаллине палăртать. Пĕр çыннăн пĕр аккаунт пулма тивĕç. Çавăн пекех саккун 14 çула çитмен ачасене социаллă сетьпе усă курма чарать. Депутатсен шухăшĕпе çакă сăмах ирĕклĕхне хĕсĕрлени мар, халăха усал шухăшлă çынсенчен сыхланма пулăшакан меслет пулса тăрать.

Хальлĕхе вара виртуаллă тĕнче пире хỹтлĕхпе тивĕçтерет тесе никам та шантараймĕ. Мĕншĕн тесен Интернет усăллă хыпарсемпе анчах мар, тĕрлĕ киревсĕр информаципе те (вилĕме агитацилекен, терроризмпа экстремизма аталантаракан, ăс-тăна хавшатакан, психика çине япăх витĕм кỹрекен, тĕрлĕ сектăсене явăçтаракан сайтсем тата ытти пирки пырать сăмах) тулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Уйрăмах ачасем шар курма пултараççĕ усал шухăшлă çынсенчен. Вĕсен чунĕсем таса, çынна шанаççĕ. Шăпах ăс-тăн тата психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитменскерсене педофилсем те куç хывма пултараççĕ.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачасемпе виртуаллă уçлăхра кĕçĕннисен хăйсене мĕнле тытмалли пирки час-часах калаçусем йĕркелемелле. Çакă инкекрен упранма пулăшать.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code