Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупци никĕсне хавшатать

Коррупци никĕсне хавшатать

Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри — çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.

Раççей Федерацийĕн Уголовлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем коррупцие хирĕç тата та витĕмлĕрех кĕрешме хистеççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовлă яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе, пĕлтерĕшлĕ виçе, пысăк тата уйрăмах пысăк виçе.

Паянхи кун коррупци никĕсне хавшатма пулăшакан витĕмлĕ мел — тĕрлĕ пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кỹресси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code