Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Саккун çирĕп

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ юпа уйăхĕнче предприятисемпе организацисенче тата уйрăм предпринимательсем ĕç сыхлав йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе 97 тĕрĕслев ирттернĕ.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çитменлĕхсене тупса палăртнă май 71 ĕç паракана асăрхаттарнă, должноçри 140 çынна, юридика сăпатне тата предпринимателе ĕçлев саккунĕсене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă, пурĕ 3220,5 пин тенкĕлĕх штраф тỹлеттерме йышăннă.

Иртнĕ уйăхра Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн инспекторĕсем производствăра пулнă 6 инкеке тĕпченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code