Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шоколад — ачасене»

«Шоколад — ачасене»

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен умĕн Чăвашпотребсоюз «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсеренех «Шоколад — ачасене» акци йĕркелет.

Кăçал вăл ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен иртет. Çак тапхăрта ыр кăмăллăх акцине хутшăнакан кашни çын Чăвашпотребсоюз лавккисенче (пирĕн районта тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 15 лавккара тата обществăлла апатланăвăн икĕ пунктĕнче) кондитер изделийĕсем туянса вĕсене лавккасенче вырнаçтарнă ятарлă контейнерсенче хăварма пултарать. Пуçтарăннă пылак çимĕçе Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче тăлăх тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене валеçеççĕ.

Сăмах май, акцие хутшăнакан çынсен ырă кăмăлне пула çулсерен ачасем валли пĕр тонна яхăн шоколад пуçтарăнать.

Л.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code