Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕсене — пысăк хисеп

Амăшĕсене — пысăк хисеп

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли çинчен» Указа алă пуснă.

Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра нумай ачаллă 11 пин ытла çемье пурăнать.

Республика Пуçлăхĕ асăннă патшалăх наградине çирĕплетни амăшĕсен ачисене воспитани парас, çемьене çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшне патшалăх шайĕнче ỹстерессине палăртнă.

— Çемьесене, амăшĕсемпе ачасене патшалăх енчен пулăшасси — тĕп вырăнта. Ачисен сывлăхĕшĕн, вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ пама тата йĕркеллĕ аталантарма тăрăшакан, çемье институтне çирĕплетес енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан амăшĕсем çакăн пек наградăна тивĕçлĕ, — тенĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне «Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртмелли саккун проектне хатĕрлеме, çавăн пекех «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллин эскизне хатĕрлес тĕлĕшпе конкурс ирттерессине тивĕçтерме хушнă.

 

ХАКЛАВ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли çинчен» Указа çирĕплетнине районта пурăнакансем мĕнле йышăнаççĕ?

Е.МИХАЙЛОВА, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ амăшĕсемпе ачасене, çемьесене пулăшса пысăк утăмсем туни чун-чĕрене ăшăтать. Уйрăмах кăçал, республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине çирĕплетни — амăшĕсене сума сунине, тивĕçлипе хакланине кăтартакан ырă пулăм.

Н.АФАНАСЬЕВА, районти ача-пăча тухтăрĕ:

— Питĕ кирлĕ награда. Çакă республика ертỹçисем нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сывлăхĕпе кăсăкланнине тепĕр хут çирĕплетет. Ача çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани паракан амăшĕсен тепĕр чухне «Ĕç ветеранĕ» ята илме те май килмест. «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли вара амăшлăха тивĕçлипе хаклама май паратех.

Н.ЛЬВОВА, çичĕ ача амăшĕ. Шăмалак ялĕ:

— Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк хисепе хуни пĕтĕмпех пирĕн куç умĕнче. Эпир те патшалăх пулăшăвĕпе туса лартнă капмар та пысăк çуртра пурăнатпăр. Йышлă ача ỹстерекен çемье йывăрлăхне те, савăнăçне те сахал мар тỹссе ирттерет. Çапах та пỹрт ача-пăча сассипе илемлĕ. Амăшĕн телейне ун чухне нимĕнле виçепе те виçме çук.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code