Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Асăрханулăха çухатас марччĕ

Асăрханулăха çухатас марччĕ

Республикăри çул-йĕр çинче инкексем çине-çинех пулаççĕ. Аварире çын вилнĕ е йывăр аманнă тĕслĕхсем те нумай.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Чăваш Ен территорийĕнче автокатастрофăра вилнисен çемйисемпе тăванĕсене вĕсемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Аса илтерсен вырăнлă пулĕ: ноябрĕн 24-мĕшĕнче М-7 автоçул çинче МАЗ тата Опель-Вивора автомашинăсем çапăннă. Аварире 5 çын пурнăçĕ татăлнă, иккĕшĕ аманнă. Михаил Васильевич Транспорт министерствине çулсене кирлĕ пек пăхса тăрассине, пассажирсене илсе çỹренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатма хушнă. Ку, паллах, ăнсăртран мар. Çанталăк сивĕтнĕ май çулсем пăрлакланаççĕ. Çакнашкал условисенче авари нумайланасси куç кĕрет.

Хамăр районпа илсен те, инкек-синкек пулсах тăрать. Çул çинче 19 авари пулнине шута илнĕ, унта 2 çын вилнĕ, 27 çын сусăрланнă. Çакна палăртмалла, пĕлтĕр çул çинче çул çитмен ачасемпе инкек пулманччĕ, кăçал 3 инкеке регистрациленĕ.

Çанталăк хĕл еннелле сулăннă май шуçлак çул та инкек сăлтавĕ пулса тăма пултарать. Çавăнпа та урам хушшипе утаканăн та, автотранспортпа вăрăм çула тухаканăн та тимлĕ те асăрхануллă пулмалла.

Урамра хăвăрт тĕттĕмленме пуçларĕ. Çавна май çул çинче çуран çỹрекенсене чи малтанах фликер туянма сĕнесшĕн. Урăхла каласан вăл — сумка, рюкзак, çанă, атă-пушмак çине çыпçăнакан тата çуталакан япала. Чи кирли — фликер çуран пыракан çынсене аякранах курма май пани. Хăрушлăх кăларса тăратакан ушкăна ватă çынсем тата ачасем кĕреççĕ. Аслă ăрурисем ытларах тĕттĕм çи-пуç тăхăнаççĕ, вĕсен куçĕ те витĕрех курмасть. Çавăнпах кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса кайма пултараççĕ. Ачасем вара тимлĕхсĕр, çул çинчи хăрушлăх пирки манса каяççĕ. Çавăнпа та асăннă категорири çынсене фликер кирлех. Çула тухсан тимлĕ пулăр, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар.

П.ЛЬВОВ,
çул-йĕр патрулĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code