Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тимлĕх уйăратпăр

Пысăк тимлĕх уйăратпăр

Районти халăха пулăшу паракан центр специалисчĕсем ватăсемпе инвалидсен пурнăçĕпе кăсăкланса уйăхсерен вĕсен килĕсенче пулаççĕ.

Кăçал 546 инвалид патĕнче пулса 973 тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. Сусăрсем валли хатĕрленĕ ятарлă программăсемпе килĕшỹллĕн 42 инвалид килте социаллă пулăшу илет.

Сывлăх енчен хавшак çынсем тăванĕсемпе кăна мар, хăйсем пек шăпаллă çынсемпе тĕл пулса калаçчăр тесе районта тĕрлĕрен тĕл пулусем йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Спорт мероприятийĕсенче вĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартма пултараççĕ, юлташĕсен пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Нумай та кирлĕ мар сусăр çынна: тепĕр çыннăн пит-куçĕнчи ăшă кулă та темрен паха. Çавăнпа та йывăр шăпаллă çынсемпе çемçе кăмăллă пулар, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрар, май çитнĕ таран пулăшма васкар.

О.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code