Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елена Портнова призĕсемшĕн

Елена Портнова призĕсемшĕн

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче Европа чемпионĕн Елена Портнован призĕсене çĕнсе илессишĕн армрестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Ăмăртăва 2000 çулхи тата унран кĕçĕнрех 63 хĕрача тата 75 арçын ача хутшăннă. 16 виçере ăмăртнă шкул ачисем хушшинче пынă ăмăрту çивĕч иртнĕ. Мала тухнисене ăмăртăва йĕркеленĕ Еленăпа Денис Портновсем грамотăсемпе медальсем, призсем парса хавхалантарнă.

Тĕп шкулсен командисенчен Кĕçĕн Таяпасем пĕрремĕш вырăна тухнă. Тĕмерсемпе Патреккелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Вăтам шкулсенчен чи вăйлисем — Çĕнĕ Пăвасем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем пайланă. Çĕнтерỹçĕ-командăсем кубоксене тивĕçнĕ.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code