Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей кубокĕ иртнĕ

Раççей кубокĕ иртнĕ

Декабрĕн 4-5-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсен хушшинче Раççейĕн уçă кубокĕ иртнĕ.

Унта Раççей, Эстони, Монголи, Испани, АПШ тата Казахстан спортсменĕсем тупăшнă.

Ăмăртăва тĕнчери паллă спортсменсем — Алелайн Грей (АПШ), Эпп Мае (Эстони), Батцецек Соронзонболд, Орхон Пуревдож (Монголи) тата ыттисем те хутшăннă.

Парне фончĕ 50 пин доллар пулнă, çĕнтерỹçĕсем 3 пин доллара тивĕçнĕ. Бронза матрешка ятарлă парне пулнă.

Ăмăрту хыççăн куракансене «Иванушки Интернешнл» паллă ушăкăн савăнтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code