Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чун хавалĕ иксĕлми

Чун хавалĕ иксĕлми

«Эпир чун туртнипе кунта çỹретпĕр. Хамăра ĕçе килнĕ пекех туятпăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан килте ларасси вăл питĕ кичем. Пирĕн юрлас, ташлас, çынпа пĕрле савăнас килет», — пĕлтереççĕ централизациленĕ клубсен тытăмĕ çумĕнчи ветерансен «Туслăх» хорĕн участникĕсем. Çак ушкăн нумай çул ĕнтĕ тăван тăрăхра кăна мар, кỹршĕ районсенче те, республикăра та хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Хора йĕркелесе яраканĕ тата ертсе пыраканĕ — Иван Шурбин. Иван Анатольевич аслă пĕлỹллĕ, хăйĕн ĕçне тĕплĕн, çỹллĕ шайра пурнăçлама пултаракан специалист. Ушкăна çĕнĕ, талантлă участниксене явăçтарас енĕпе те вăл тăрăшса ĕçлет. Кунта район центрĕнчен анчах мар, таврари ялсенчен те йышлăн хутшăнаççĕ. Ушкăнра — тĕрлĕ профессипе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем: вĕрентекен, бухгалтер, культура ĕçченĕ, ĕне сăвакан… Пурне те пĕр тĕллев — халăха хăйсен илемлĕ те янăравлă сассисемпе савăнтарасси пĕрлештерсе тăрать. Ветерансен хорне çамрăксене те явăçтарнă. Аслă çулхисем çакăншăн хĕпĕртеççĕ анчах. «Эпир хамăра сирĕнпе тата çамрăкрах туятпăр», — теççĕ вĕсем. Ертỹçĕ ушкăна чăннипех те чунпа илемлĕ, юрра-ташша кăмăллакан, савăнăçлă та пултаруллă, хуйхă-суйхăна пĕрле пайлама пултаракан çынсене пуçтарнă. Репертуара та илемлĕ те кăсăк юрăсемпе çĕнетсех тăрать.

Ноябрĕн 20-24-мĕшĕсенче районти ветерансен «Туслăх» хорĕ Мускав хулинче гастрольте пулчĕ. 3 тапхăртан тăракан Пĕтĕм Раççейри хорсен фестивальне хутшăнса Атăлçи федераци округĕнчи 23 коллектив хушшинче I степень лауреат ятне тивĕçрĕмĕр эпир, Мускав хулинче иртекен виççĕмĕш, финал тапхăрне хутшăнтăмăр.

Раççейри хорсен фестивальне килсе çитнĕ коллективсене Мускав хулинче ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Çитсессĕнех «Измайлово» хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Фестивале йĕркелекенсем тăрăшса, тĕплĕн хатĕрленни тỹрех туйăнать.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче пырса çитнĕ коллективсем пурте Измайлово Кремлĕн «Царский» залне Раççейри хорсен фестивалĕн финалне уçма васкарĕç. Кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртнĕ фестиваль тапхăрĕсенче I степень лауреачĕсен ятне çĕнсе илнĕ 26 коллектив, пурĕ 1004 участник, пуçтарăннă. Вĕсенчен 14-шĕ — ачасен, 5-шĕ — студентсен, 7-шĕ — ветерансен хорĕсен коллективĕсем. Çак фестивале 2014-2015 çулсенче академи хорĕсем хутшăннă. 2016 çулта — халăх хорĕсем, кăçал уйрăм номинаци — «Ветерансен хорĕ» кĕртнĕ.

Елчĕксен «Туслăх» ушкăнĕ сцена çине 2-мĕш тухрĕ.

«Художество пултарулăх ертỹçи — Иван Шурбин, дирижерĕ — Галина Московская, солисчĕсем — Лилия Шурбина, Лидия Траншкина, Валерий Архипов», — пĕлтерчĕ маларах ертсе пыракан. «У порога дома мать» (сăмахĕсем А.Булыхăн, кĕвви Е.Комарован), «Тăван кил ăшши» (сăмахĕсем Н.Красновăн, кĕвви И.Шурбинăн) юрăсем питĕ çепĕççĕн те чуна витермелле янăрарĕç. Елчĕк районĕн гимнне (сăвви те, кĕвви те Н.Карлинăн) Мускав хулин сцени çинче шăрантарни, пушшех, мăнаçлăн илтĕннĕн туйăнчĕ. Куракансем «Браво!» тесе хавхалантарчĕç. Ытти участниксем Елчĕксен капăр хушпăвĕсемпе, шỹлкемисемпе тĕлĕнсе кăсăкланчĕç, кашниех асăнмалăх сăн ỹкерчĕк тума васкарĕ. Сăмах май, Лилийăпа Иван Шурбинсем хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ çи-пуçсемпе республикăра «Семейная мастерская» ятпа иртекен выставка-конкурсра II степень лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Тепĕр кунне Çĕнтерỹ музейĕнчи полководецсен залĕнче Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен хорсен фестивалĕн финалисчĕсен Гала-концерчĕ иртрĕ. Фестивале пĕтĕмлетрĕç. «Туслăх» ушкăна дипломпа чысларĕç. Шел, хальхинче çĕнтерỹçĕ ята илеймерĕмĕр. Çавах пуç усма шутламастпăр, малашне çĕнĕрен-çĕнĕ юрăсем вĕренсе, татах çак фестивале хутшăнса малти вырăна йышăнма ĕмĕтленетпĕр.

М.ДЕМЬЯНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Пĕтĕм Раççейри хорсен фестивальне хутшăнма чыс çĕнсе илнĕ Елчĕкри «Туслăх» ушкăн Мускавра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code