Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп тĕллев — граждансен тупăш пайне ỹстересси

Тĕп тĕллев — граждансен тупăш пайне ỹстересси

Декабрĕн 14-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин черетлĕ вун виççĕмĕш пресс-конференци ирттерчĕ. Унта, çулталăка пĕтĕмлетессине халалланăскере, çĕршыври (унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те хутшăннă) тата ют çĕршыври 1,6 пин ытла журналист аккредитациленни чăн рекорд пулчĕ.

Хальхинче тĕлпулу 3 сехет те 50 минута тăсăлчĕ (чи нумай вăхăт 2008 çулта пулнă, ун чухне пресс-конференци 4 сехет те 40 минута тăсăлнă).

Общество юхăмĕсем тĕрев пуласса шанать

Пресс-конференцие Владимир Путин ытти чухнехи евĕр çĕршыври лару-тăрăва хак панинчен мар, ыйтусем çине хуравланинчен пуçларĕ. «Эсир суйлава мĕнле тĕллевпе хутшăнатăр?» — ыйту çине çапла хурав пачĕ вăл:

— Çĕршывăн малашне те малашлăха тĕпе хурса аталанмалла, пысăк технологисене никĕслекен экономика пулмалла, ĕç тухăçлăхне ỹстермелле. Граждансен тупăш пайне ỹстермелле, инфратытăма, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве аталантармалла.

Тепĕр хут суйланас пулсан çак тĕллевсене пурнăçламаллине асăнчĕ Владимир Владимирович.

Владимир Путин хăй патшалăх тилхепине тытса пынă 20 çул хушшинче унпа кĕрешме пултаракан «иккĕмĕш номерлĕ» конкурент çуралманнипе çыхăннă ыйту çине хуравланă май вăл çакăн сăлтавĕсене те палăртрĕ. Президент шучĕпе, çакă объективлă сăлтавсемпе çыхăннă: 2000 çултанпа çĕршывăмăрăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ 75 процент, промышленность производстви 70 процент ỹснĕ. Çынсен ĕç укçи виçи юлашки тапхăрта пĕчĕкленнĕ-ха, çапах та вăл маларах асăннă тапхăрпа илес пулсан, 3,5 хут пысăкланнă, пенсисен ỹсĕмĕ те çавнашкал. Маларах Раççей халăхĕн йышĕ çулсерен 1 миллиона яхăн чакса пынă пулсан, çак пулăма пỹлме май тупни те пысăк çитĕнỹ. Юлашки çулсенче демографи каллех такăнчĕ пулсан та, хушма мерăсем йышăнни лару-тăрăва ырă енне улăштармалла.

— Çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 65,3 çулпа кăна танлашнă пулсан, халĕ вăл 73 çулпа танлашать. Тĕрĕссипе, малтан эпир граждан вăрçин тапхăрĕнче пурăннă, 18 çулти çамрăксене пульăсен айне кĕртнĕ, — палăртрĕ Раççей Президенчĕ.

Патшалăх парăмĕсем 3 хут чакни, резервсем 30 хут пысăкланни те ырă пулăм.

Çав вăхăтрах Путин çынсем пурнăç шайĕпе кăмăлсăр пулнине пĕлет. Апла пулин те оппозици нимĕн те сĕнейменнине те курать. Уйрăмах «система оппозицийĕн» лидерĕсене пырса тивет çакă. Унăн шучĕпе, митингсенче кăшкăрашни çеç сахал, усăллă сĕнỹсем кирлĕ. Тивĕçлĕ конкурентсем çуралманни чи малтанах çакăнпа сăлтавланнă. Владимир Путин политикăра та тĕрлĕ ен кирли пирки пĕлтерсе малашне хăйĕншĕн конкурентсем пуласса шанать.

Çитес суйлавра вара вăл партирен мар, хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пулса хутшăнассине, общество юхăмĕсем хăйшĕн тĕрев пуласса шаннине те хыпарларĕ.

 

Кашни халăх хăйĕн шăпине хăй суйлатăр

Президент Хусантан килнĕ журналистăн тутар чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă ыйтăвĕ çине çапла хуравларĕ:

— Ку енĕпе пирĕн çивĕчлĕх çук. Ачасене аталанмалли пĕрешкел стандарт условийĕсемпе тивĕçтермелле. Енчен те çынсем хăйсен наци чĕлхине кăна пĕлсен, çав вăхăтрах тĕрлĕ халăх хутшăнмалли вырăс чĕлхине вĕренес енĕпе юлса пырсан çак услови пурнăçланмĕ. Çав вăхăтрах ачасене тăван чĕлхене вĕрентессине те тивĕçтермелле. Тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ чĕлхе- çакă пирĕн мăнаçлăх, пирĕн пуянлăх.

Тĕрлĕ региона пысăклатасси пирки калаçкаланине вара Владимир Путин татăклăн хирĕçлерĕ. Хальлĕхе патшалăх шайĕнче ун пек плансем çуккине палăртрĕ.

Кирек мĕнле пулсан та кашни халăх хăйĕн шăпине хăй суйласа илме пултартăр. Тĕрлĕ регионăн аталану шайĕ тĕрлине пăхмасăр, Президент шучĕпе, çынсен пурнăç шайĕ пĕрешкел пулмалла. Халăх вăл е ку субъект кая юлса пынăшăн айăплă мар. 12 регион донор шутне кĕрет, вĕсене аталантармашкăн ытти регион тĕревĕпе те усă курнă. Çавăнпа та Мускав регионсен шайлашăвне тивĕçтермелли майсемпе усă курать.

Çак тĕп утăмсенчен пĕри — йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ регионсен парăмĕсене реструктуризацилеме йышăнни. Кредитсене патшалăх шучĕпе 7 çуллăха 5 процентлă виçепе реструктуризацилеме палăртнă.

 

Президент çивĕч ыйтусене куçран вĕçертмест

Вĕçленекен çулталăка пĕтĕмлетнĕ май Владимир Путин кăçал ВВП 1,6 процент ỹснине палăртрĕ. Автопром, хими промышленноçĕ, ял хуçалăх отраслĕсем ỹсĕмлĕ. АПК производстви 3 процент хушăннă. 130,5 миллион тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă рекорд шайĕнче. Тĕш тырă экспорчĕпе Раççей малти вырăнта тăрать. Инвестицисем самай пысăкланнă: тỹрĕ инвестицисем пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах. Çакă малашлăх аталану çине ырă витĕм кỹрет. Инфляци юлашки çулсенче чи пĕчĕк шайра — 2,5 процент.

Çу уйăхĕнчи указсене мĕнле пурнăçланине Владимир Путин аван тесе хаклать:

— Указсене пурнăçлани 93 процент шайĕнче — çакă çынсен шалăвне те пырса тивет. Тивĕçлĕ указ авариллĕ çурт-йĕрсене пĕтерме май пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсем пирки ыйту пĕрре анчах пулмарĕ. АПШпа тупăшса çĕршыв хĕç-пăшал хăватне ỹстерес çул-йĕрпе утмĕ.

Журналистсем пенси çулне ỹстерес ыйтăва та хускатрĕç. Владимир Путин пенси çулне ỹстересси е ỹстермесси пирки татăклăн каламарĕ. Пенсионерсене тỹлеме укçа çук тени тĕрĕс мар. Анчах ĕçлекен çынсен йышĕ чакса пынине йышăнмаллах. Ку тĕлĕшпе ыйтусем пайтах. Кирек мĕнле пулсан та, ку утăма тăвиччен тĕплĕн шухăшламалла, халăхпа пĕрле уççăн сỹтсе явмалла.

Президентпа тĕл пулнă май журналистсем ытти тĕрлĕ ыйтупа та кăсăкланнă: спортсменсем тĕлĕшĕпе йышăннă санкцисем, бизнеса тĕрлĕ тĕрĕслев органĕсем аталанма чăрмантарни, çĕр налукне кадастр хакне кура палăртма пуçланăран тỹлев виçи вунă хут пысăкланни, Раççей çĕршывĕпе АПШ, Китай, Украина çĕр-шывĕсен хушшинчи, Сири тавра пыракан лару-тăрури хутшăнусем тата ытти те.

Çĕршыв лидерĕ хальхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусене хăй куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Пресс-конференцие журналистсем йышлăн хутшăнни те, ăна Америкăри «Си-Эн-Эн» телекомпани тỹррĕнех трансляцилени те унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине лайăх çирĕплетет.

 

Хаклав

Ĕненỹ тата шанчăк кỹрет

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцине пирĕн районта пурăнакансем мĕнле хаклаççĕ:

Ольга Тихонова, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— Владимир Владимирович пресс-конференцире ыйтусене яланхи пекех уççăн хуравларĕ, пурнăçăн пур тытăмне те пырса тивекен ĕç-пуç пирки сăмах хускатрĕ. Ачалăх, амăшлăх тĕлĕшпе çитес 2018 çултан пулакан ырă улшăнусем пирки пайăррăн каларĕ Президент: пĕрремĕш ачашăн пособи тỹлесси, амăшĕн капиталне тỹлес тĕлĕшпе улшăнусем пуласси, яслисем ĕçлеме пуçласси… Пенси ыйтăвне те манса хăвармарĕç журналистсем — хăш çултан пуçласа тата миçере тухма пулать тивĕçлĕ канăва? Путин хальлĕхе ку ыйту вĕçне пăнчă лартманнине пĕлтерчĕ. Çак шухăша палăртрĕ — пирĕн хĕрарăмсем ватăлма васкамаççĕ, 55 çултисен хушшинче ача амăшĕ пулса тăракансем те пур. Епле пулсан та Президентăн тĕп тĕллевĕ — халăхăн пурнăç шайне ỹстересси. Çакăн пирки Владимир Путин пресс-конференци пуçламăшĕнчех сăмах хускатрĕ.

Марина ПАВЛОВА, Елчĕк район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

— Пресс-конференцире çĕр ыйтăвне хускатни вырăнлă. Çĕрĕн кадастр хаклăхĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Ку, паллах, ахаль çынна ытларах пырса тивет. «Кадастр тỹлевĕн хакĕсен шайне мĕнле-тĕр никĕс çинче палăртмалла. Кунта халăхăн чăн тупăшăн кăтартăвне шута илмелле». Ку ыйту тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тумаллине палăртрĕ Владимир Путин.

Гурий ФЕДОРОВ, «Комбайн» ЯХПК председателĕ:

— Пресс-конференцие иртсе каякан çулталăка пĕтĕмлетни евĕр те хаклама пулать. Чылай отрасль ỹсĕмлĕ, çав шутра — ял хуçалăхĕ те. АПК производстви 3 процент хушăннă. 130,5 миллион тонна тĕш тырă пухса кĕртни рекордпа танлашать. РСФСР чухне çĕршыври чи пысăк тухăç 1978 çулта пулнă — 125 миллион тонна. Тĕш тырă экспорчĕпе Раççей паян тĕнчере мала тухнă.

Анчах та пăшăрханмалли те пур хресченĕн. Тырă хакĕ питĕ йỹнĕ, ăна вырнаçтарма йывăр пулни ура хурать. Çакна регионсенчен пĕрин журналисчĕ Центрти облаçсенчи аграрисен паян тырра питĕ йỹнĕпе, çур хакпа, сутма тивни (чикĕ леш енне ăсатас тесен транспортшăн нумай тăкакланмалла) çинчен пĕлтерчĕ. Президент тырра патшалăх сутăн илесси пирки шухăшласа пăхма шантарни шанăç кỹрет.

Кĕçех суйлав çулне кĕрĕпĕр. Çавăнпа та суйлавпа çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç журналистсем. Владимир Путин суйлавра хăйĕн ирĕкĕпе кандидатурине тăратнине ырлатăп. Раççей Президенчĕ яланхи пекех хăйĕн позицине çирĕп тытса пыни, шухăшне вылятманни, палăртнă çул-йĕртен пăрăнманни пире, Раççей çыннисене, ĕненỹпе тата шанчăкпа пурăнма пулăшать.

Елена ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code