Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Концерта йыхравлатпăр

Концерта йыхравлатпăр

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Çак илемлĕ уява ырă та ăшă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме кашни çын ĕмĕтленет. Халăха хавас кăмăл парнелес тĕллевпе районти культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри _ ыран, декабрĕн 21-мĕшĕнче, «Янра юрă» ятлă пысăк концерт.

Çакăн пек концертсене юлашки вăхăтра куракансем пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. 2015 çулхи «Упра мăшăрна», пĕлтĕрхи «Туссем пĕрле пуçтарăнсан» концертсене Елчĕксем паян та ăшшăн аса илеççĕ.

Йăла-йĕркене кăçал та малалла тăсас терĕмĕр. Куракансен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе çулталăк тăршшĕнче пуçтарăнса пынă çĕнĕ юрăсене сцена çине кăларса хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетỹ тăватпăр. Пурте пĕлекен «Туслăх», «Варкăш», «Кумсем» ушкăнсемсĕр пуçне сцена çинче Елчĕк шкулĕн учительсен хорне курас шанчăк та пысăк. Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчи Алексей Мурзуков ертсе пыракан «Асам» ушкăн вара пирĕншĕн уйрăмах ырă парне пулĕ. Концертра классика, эстрада, халăх юррисем те янăрĕç. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр.

Иван ШУРБИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code