Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлĕ тĕлпулу

Ĕçлĕ тĕлпулу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кивĕ Эйпеçри Социализмла Ĕç Геройĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕпе Николай Панкратовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Николай Панкратов обществăра ĕç паттăрлăхĕн хисепне ỹстермелли çинчен калаçнă, çамрăк специалистсене ял хуçалăхне ĕçе вырнаçтарассипе, ватăсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Иртнĕ çулсенчи ĕç витĕмлĕхĕ пирки чарăнса тăнă.

Республика Пуçлăхĕ çулпа аслă, анчах чунпа, ăс-хакăл пахалăхĕпе пуян çынсем яш-кĕрĕмĕн кăмăл-сипет, патриотизм туйăмне вăйлас ĕçре пысăк витĕм кỹнине пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр, Николай Иванович Панкратов Социализмла Ĕç Геройĕ ята 1981 çулта вуннăмĕш пилĕк çуллăхра выльăх-чĕрлĕх продукцине тата тыр-пул туса илмелли плана тултарнăшăн тивĕçнĕ. Ветеранăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 47 çул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code