Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аваллăха упраса

Аваллăха упраса

Район çыннисем тăрăшуллă та харсăр ĕçпе кăна мар, чун-чĕре пуянлăхĕ иксĕлми пулнипе те палăраççĕ. Акă, Кавалти Николай Михайлович Казаковпа Аслă Шăхальти Владимир Мефодьевич Волков аваллăха упраса хăварас тесе килте музей йĕркелеме ăсталăх çитернĕ. Казаковсен управĕ пирки эпир хамăр хаçатра иртнĕ çулсенчех çырнăччĕ. Волковсен музейĕпе кăсăкланса паллашрăмăр.

Владимир Мефодьевича чылай çул лайăх паллатпăр. Вăл район хаçачĕн çывăх тусĕ те. Тăван ен, йăх-несĕл историне тĕпчет вăл.

— Аваллăха упраса хăварас ĕмĕт манăн ача чухнех пулнă. Анчах ăна тăруках пурнăçлама май пулмарĕ. Район 90 çулхи юбилейĕ умĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмех, — пĕлтерет Владимир Мефодьевич.

Володя улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Алексей Турхан вĕрентекен пуçарăвĕпе шкулта музей йĕркелеме пуçăннă. Ачасем çырма-çатраран экспонатсем пуçтарнине ăшшăн аса илет вăл. Каярахпа, салтакран килсен, çак сăваплă ĕç ăна каллех хăй патне туртнă. Анчах хальхинче те вăл ĕлĕкхи япаласене тин уçăлнă Елчĕкри музея парнеленĕ.

Владимир Мефодьевич тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: фермăна, автопарка ертсе пынă. «Колос» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан тинех ача чухнех шухăшланă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.

— 1976 çулта анне çĕре кĕчĕ. Пирĕн çемьене кулаксен йышне кĕртнĕрен нуша нумай тỹснĕ. Малашне темле самана пуласран шикленнĕренех пулĕ хăйĕн арчине 25 çултан кăна уçма каласа хăварчĕ, — аса илỹ ытамне путрĕ 63 çулхи арçын.

Владимир Мефодьевич хуçалăх ĕçĕпе киленсе, кил-çуртра тăрмашса 25 çул хыçа юлнине сиссе те юлайман. Акă, Волковсем амăшĕн арчине уçаççĕ те тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ: мĕн кăна çук унта? Амăшĕн тупри, хăй пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă кивĕ япаласем пĕчĕк пỹртре музей йĕркелеме пулăшнă та ăна.

Музей-пỹрте кĕрес çĕрти алăк тăррине виçĕ йывăç урапана, алăк çине лаша таканне меллĕн вырнаçтарнă.

— Ку кỹме урапипе мана та туртнă, — тет кил хуçи пире шалалла кĕме чĕнсе.

Пĕрремĕш пỹлĕме пырса кĕрсенех куç алчăраса каять. Мĕн кăна çук унта: чăваш халăхĕн авалхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа… Чылайăшĕ хăйсен. Çавăн пекех кỹршĕ ялсенчен, Муркаш районĕнчен тупса килнисем те йышлă.

Кашни япалан хăйĕн историйĕ. Акă, сăра юхтармалли шан аслашшĕнех пулнă. Ăна Çилюк ывăлĕ çуралнă ятпа ятарласа ăсталанă. 1900 çулта тунăскер, йывăç пăтапа кăна пулсан та паян та çирĕп. Шансем тăрринче тĕрлĕ йывăçран хатĕрленĕ милĕксем çакăнса тăраççĕ. Вĕсене унта çакни ахальтен мар иккен. Калăпăр, чăвашсем авалтан пичкери сăрана усал-тĕсел сыпса ан пăхтăр тесе пилеш турачĕ çакнă.

Кашни экспонатах меллĕ те пĕлсе вырнаçтарнă. Пир станокĕсем, килĕсем, чĕрессем, арман кĕреçисем… Кунтах пушăтран авса тунă Турхан Хĕветĕрĕн чăматанĕ упранать. Ун çумĕнчи арчара вара хаçатсене меллĕн вырнаçтарнă. Ку килте «Елчĕк ен» хаçатăн пĕр номерĕ те çухалмасть. Владимир Мефодьевичăн мăшăрĕн, Людмила Петровнăн, инçетри тăванĕсем яла килсен район хаçачĕпе кăсăкланаççĕ. Район кун-çулне çутатакан хаçата çав тери юратса вулаççĕ.

Малти пỹлĕм вара кайринчен те пуян. Пурте хăй вырăнĕнче. Владимирăн амăшĕн, 90 çула çитсе çĕре кĕнĕ Мария Антоновна Волкован, арчари япалисем шăпах кунта хăтлăх тупнă. Хĕр чухнехи сурпанĕнчен пуçласа пир кĕпесем, саппунсем, тутăрсем, кĕски, тăлăп таранчченех. Кĕмĕл сулă та упранса юлнă.

— Анне пирĕн çав тери ăслă хĕрарăм пулнă. Ĕлĕкхи япаласене арчинче типтерлĕ упранă. Хăй аллипе тĕртнĕ пир кăна темиçе тĕрлĕ, — тет аваллăха упракан арçын.

Кунтах Владимира сиктернĕ сăпка. Ун çумне ачана куç ỹкесрен тĕрлĕ тимĕр амулетсем çакнă. Асламăшĕ тутар пулнăран çак халăхăн наци тумĕсене курса киленетĕн.

Кĕпе-тумтирсĕр пуçне ĕлĕк кил-тĕрĕшре усă курнă япаласемпе пĕрлех вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ те чылай. Вĕсене Волковсене тăванĕсен мăнукĕ илсе килсе панă. Вăл шырав отрячĕсемпе пĕрле тĕрлĕ экспедицие çỹрет. Нимĕç каскипе, патронсемпе тата ыттипе те паллашма кăсăклă. Çавăн пекех краççын лампи темиçе те. Пĕри 100 çул каяллахиех. Ĕлĕкхи укçасем, хутли те, тимĕрри те нумай. Пин ытла экспонатăн хакне никам та калаймĕ.

— Япаласене ятарласа шутламан. Пуçтарса хунисем тата та пур. Акă, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи пĕлĕшĕм çăкăр кĕреçи парса ячĕ, — пĕлтерет вăл.

— Юрать, мăшăрăмпа кин мана ăнланаççĕ. Килти музейри тирпейлĕхпе хăтлăх вĕсенчен те нумай килет, — тет арçын.

Юлашкинчен Владимир Мефодьевич 1975 çулхи шăрпăк тыттарчĕ. Унтан 1917 çулхи краççын лампине тивертме ыйтрĕ. Музее килекенсене пурне те çапла тутарать вăл. Хăйне евĕрлĕ ырă пулăм ку. Хăтлă пỹлĕмре краççын лампи çунать, сĕтел çинче Владимирăн ал çырăвĕсемпе паллашатăн. Чăваш культурине, йăли-йĕркине упраса, аталантарса пыракан таврапĕлỹçĕ çут çанталăкпа та кăсăкланать. Сăнав тетрадьне уçни 30 çул ытла. Хăй çырнă сăвăсен тетрачĕ те хулăнлансах пырать.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code