Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă кунсем, юбилейсем

Паллă кунсем, юбилейсем

Январь, 1

Техника наукисен кандидачĕ Зинон Михайлович ДОБРОХОТОВ (Патреккел) çуралнăранпа — 85 çул.

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, «Ĕçри хастарлăхшăн», СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин бронза медалĕсене тивĕçнĕ Ванифатий Михайлович ИВАНОВ (Энтепе) çуралнăранпа — 85 çул.

Пĕрремĕш тĕнче, граждан, Аттелĕхĕн Аслă вăрçисене хутшăннă, чылай çул Елчĕк крахмал завочĕн директорĕнче ĕçленĕ, Тăван çĕршыв вăрçин орденне (2 степень), «Мускава хỹтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ Василий Осипович МОЛОДОВ (Елчĕк) çуралнăранпа — 120 çул.

Январь, 2

Композитор, юрăç, Чăваш Енĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен премийĕн лауреачĕ, «Раççей сассисем» халăх юррисен Пĕтĕм Раççейри конкурс дипломанчĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Евромузыка-94» фестивале хутшăннă Виталий Иванович АДЮКОВ (Этюк Витти) çуралнăранпа — 60 çул.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Василий Софронович ВАСИЛЬЕВ (Çуткỹл) çуралнăранпа — 65 çул.

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Иванович ГАЛКИН (Тỹскел) çуралнăранпа — 85 çул.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Зинаида Анисимовна ГАЛОШЕВА (Питтĕпел) çуралнăранпа — 65 çул.

Суту-илỹ центрĕсен Раççейри канашĕн членĕ, «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель — 2006» ята, «Раççей патшалăх спорт комитетне 80 çул» медале, «Раççей МЧСĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна, Чăваш Республин Президенчĕн тата Министрсен Кабинечĕн, Шупашкар хулин администрацийĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ Николай Михайлович ГЕРАСИМОВ (Аслă Елчĕк) çуралнăранпа — 60 çул.

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, Коми Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Ксенофонтович ДАНИЛОВ (Хĕрлĕçыр) çуралнăранпа — 70 çул.

«Хисеп Палли» ордена, «Ĕçре палăрнăшăн» медале, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн, РСФСР Промышленность министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ СССР хисеплĕ донорĕ Елена Александровна КАССИРОВА (Тăрнашур) çуралнăранпа — 75 çул.

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Людмила Николаевна КУЗНЕЦОВА (Кĕçĕн Шăхаль) çуралнăранпа — 60 çул.

Январь, 3

Чăваш Республикин Президенчĕн Тав хутне, «Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне ирттерес ĕçре палăрнăшăн» медале, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Валерий Иванович ГЕРМАНОВ (Тĕмер) çуралнăранпа — 60 çул.

«Чувашъенкрахмал» ООО директорĕ Александр Сергеевич КУДРЯШОВ (Патреккел) çуралнăранпа — 65 çул.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Алексей Егорович МИРОНОВ (Таяпа Энтри) çуралнăранпа — 90 çул.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Николай Ефимович МОЛОСТВОВ (Аслă Елчĕк) çуралнăранпа — 70 çул.

«Хисеп Палли» ордена, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Василий Александрович ФАДЕЕВ (Тăрăм) çуралнăранпа — 60 çул.

Январь, 6

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Мария Петровна ОСТРОВА (Элпуç) çуралнăранпа — 65 çул.

Январь, 7

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Петровна ПЕТРУШКИНА (Аслă Елчĕк) çуралнăранпа — 80 çул.

Январь, 8

«Хисеп Палли» ордена, медальсене, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Иван Вениаминович ПУГАЧЕВ (Аслă Таяпа) çуралнăранпа — 80 çул.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Анатолий Павлович СОЛОВЬЕВ (Кавал) çуралнăранпа — 65 çул.

Январь, 9

«Ĕçри хастарлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, СССР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотине, СССР çутĕç отличникĕ ята тивĕçнĕ Петр Егорович КРЫЛОВ (Кĕçĕн Таяпа) çуралнăранпа — 85 çул.

А.ПЕТРОВ (Кушкă) хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code