Воскресенье, 27 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй-хала, сывлăха çирĕплетнĕ

Вăй-хала, сывлăха çирĕплетнĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче Раççейре спортпа сывлăх вунăкунлăхĕ иртнĕ. Çавна май районта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем йĕркеленĕ.

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ. Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта нумай çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ Виталий Афанасьева асăнса 9-11 классем хушшинче хоккейла выляссипе турнир иртнĕ. Унта Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенчи командăсем хутшăннă. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уçнă. Çавăн пекех спорт тусĕсене Виталий пиччĕшĕ — Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламланă. Вăйăсем хĕрỹ иртнĕ.

Куçса çỹрекен кубока Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи хоккеистсем çĕнсе илнĕ. Аслă Елчĕксем — иккĕмĕш, Елчĕксем — виççĕмĕш. «Чи лайăх вратарь», «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ятсене илнисене, çĕнтерỹçĕпе призерсене грамотăсемпе медальсем парса чысланă.

Елчĕк ял тăрăхĕ. Тĕп мероприятисем ытларах «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ. Январĕн 4-мĕшĕнче 2004 çулта çуралнă арçын ачасем мини-футболла выляссипе районти ăмăртăва пуçтарăннă. Пĕрремĕш вырăна Елчĕк шкулĕн команди тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Патреккелсемпе Курнавăшсем. «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ята Игорь Казанов (Елчĕк), «Чи лайăх вратарь» ята Арсений Казанов (Елчĕк), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Роман Гаврилов (Патреккел) тивĕçнĕ. Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ чи çамрăк участника — Родион Дмитриева (Курнавăш) ятарлă призпа савăнтарнă.

Çавăн пекех Раштав уявĕнче Елчĕкри Спорт çуртĕнче ветерансем хушшинче сĕтел çи теннисла выляссипе турнир йĕркеленĕ. Спорт тусĕсем хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Пĕрремĕш-виççĕмĕш призсене Петр Козлов, Василий Уразгильдин, Зинон Мисяков (Елчĕк) çĕнсе илнĕ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи спортзалта Хĕл Мучи кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футболла вылянă. Унта ялти пилĕк урам команди хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсем — Ленин урамĕнче пурăнакансем. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене Денис Александров, Денис Портнов, Александр Портнов, Алексей Михайловский, Юрий Осипов, Олег Баранов спонсорсем хавхалантарнă.

Лаш Таяпа ял тăрăхĕ. Яманчỹрел ялĕнче Александр Ефимов вĕрентекене асăнса иртекен хоккеистсен турнирне районти тата кỹршĕ районсенчи командăсем хутшăннă. Хĕрỹ тупăшура Лаш Таяпа ялĕн команди пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Аслă Елчĕксемпе Яманчỹрелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Лаш Таяпари культура çурчĕн спортзалĕнче Иван Павлова асăнса «Кĕрешỹ» мелĕпе, панкратион тата армрестлинг енĕпе регион шайĕнчи ăмăрту иртнĕ.

Малтанах спортсменсемпе çамрăксем, культура ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса флеш-моб ирттернĕ. Тĕп урамра сывă пурнăç йĕркине халалланă плакатсем вырнаçтарнă, ялавсем çакнă.

Турнира Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Патăрьел, Шупашкар тата Çĕпрел районĕ (Тутарстан) командисем хутшăннă. 60 ытла спортсмен виçĕ тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Панкратион тупăшăвĕнче тĕнче класлă кĕрешỹçĕсем вăй виçнĕ.

«Кĕрешỹ» мелĕпе ăмăртса хăйсен виçисенче Алексей Тябуков ( Аслă Елчĕк), Кирилл Лазарев (Аслă Елчĕк), Дмитрий Шингарев, Алексей Шингарев (Тутарстан), Артем Антонов (Елчĕк), Николай Тякин (Тутарстан), Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Роман Иванов (Çĕнĕ Пăва), Кирилл Александров (Лаш Таяпа), Давид Крысов (Елчĕк) çĕнтернĕ. Командăсенчен пьедесталăн çỹлти картлашки çине Чăваш Республикин команди хăпарнă. Иккĕмĕш вырăнта — Тутарстан команди.

Алă вăйĕ виçессипе — Айрат Идрисов (Тутарстан), Вениамин Абдулкин, Василий Кириллов (Лаш Таяпа) çĕнтерỹçĕпе призерсен йышĕнче.

Турнира йĕркеленĕ çĕрте самбо енĕпе тĕнче чемпионĕ, спорт мастерĕ Геннадий Дмитриев, самбо енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, алăпа çапăçассипе, джиу-джитсу енĕпе Раççей спорт мастерĕ Олег Захаров та хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code