Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула — çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

Çĕнĕ çула — çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пырас, ял пурнăçне малалла аталантарас тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмеллине, производствăра тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатма кирлине ăнланатпăр. Паянхи пурнăç шайĕпе илсен, урăхла пулма та пултараймĕ.

Çакна тĕпе хурса ертỹçĕ ĕçне кỹлĕннĕ вăхăтран тытăнсах çĕнĕрен те çĕнĕ техника туянассипе тимлерĕмĕр. Çапла майпа уй-хирти ĕçсене пурнăçлассин пахалăхĕ лайăхланса пычĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн хуçалăхра «Беларусь» тракторсем анчах 8 единица шутланаççĕ. Унсăр пуçне, ДТ, «Кировец-744» тракторсем, «Енисей» тата ытти комбайнсем ĕçлеççĕ. Çĕр ĕç культурисене туса илессинче агротехника йĕркисене пĕлсе йĕркелесе пынине кура çак çулсенче ял хуçалăх культурисен тухăçĕ те ỹссех пырать.

Малтан нумай çул ферма заведующийĕ, ун хыççăн зоотехник пулса ĕçленĕ май выльăх-чĕрлĕх отрасльне ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрма кирлине ăнланатăп. Продукци туса илессине тата унăн пахалăхне ỹстерес тесен вара фермăсене паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелле хатĕрлесе çитермелле. Çакна шута илсе кивĕ, юлашки çулсенче усă та курман Элпуç ялĕнчи сысна витине тĕпрен реконструкци тума шут тытрăмăр. Хамăр мĕн шутланине пурнăçларăмăр та — шăпах Çĕнĕ çул умĕн тĕпрен çĕнетнĕ витене пушмак пăрусене куçартăмăр. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле кунта пулса курнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем те пирĕн ĕçе тивĕçлĕ хак пачĕç.

Витене сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Апата ĕне выльăхсен умне «Хозяин» агрегатпа усă курса валеçетпĕр. Çак ĕçе пурнăçлама Александр Иванова шанса панă, хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлама пĕлекен çын вăл. Ĕне выльăхсене пăхма вара чун-чĕрисемпе ĕçе парăннă çынсене — Захаровсене — Венарийпе Галинăна çирĕплетрĕмĕр. Çак витере ĕçлеме вара кирек кам та килĕшмелле. Мĕншĕн тесен кунта пур услови те çителĕклĕ: ĕç хыççăн çăвăнса тасалмалли душ пỹлĕмĕ, туалет. Канмалли пỹлĕмре те ăшă, хăтлă. Ăна хутса ăшăтма ятарласа пĕчĕк каланкка тунăран кунта хĕллехи сивĕ кунра та ăшă пите пĕçерет.

Кăçал пурнăçламалли тĕллевсем те пысăк. Çуркунне енне кайсан — çанталăк ăшăтма пуçласанах пĕр харăсах 400 пуç ĕне выльăх вырнаçакан çĕнĕ фермăна хăпартма пикенмелле. Унăн никĕсне хывса хăварнă ĕнтĕ. Кунта апат сĕтелĕ вырнаçтарма, ĕнесене кăкармасăр усрамалли мелпе усă курма палăртатпăр…

Ю.ЛАПШИН,
«Эмметево» сахал яваплă юлташлăх директорĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: реконструкци тунă ĕне выльăх витинче тăрăшакан Захаровсем — Венарий тата Галина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code