Вторник, 28 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç таппипе тан утаççĕ

Пурнăç таппипе тан утаççĕ

Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталăка хыçа хăварса çĕннине, сарă Йытă çулне кĕрсе паян кивĕ çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр.

Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне район çыннисем тĕрлĕ ырă пулăмсемпе асра хăварĕç. Районти, республикăри пĕлтерĕшлĕ те курăмлă ĕçсемпе эпир хамăр хаçатăн страницисенче çутатсах тăтăмăр. Ку ĕçре журналистсене яланхиллех хамăрăн çывăх туссем, ялсенчи активлă корреспондентсем, пулăшса пычĕç.

85 çулхи юбилейне паллă тунă хаçатăмăрăн почтине пĕлтĕр 600 ытла çыру килчĕ. Штатра тăман корреспондентсен йышĕ çулсерен ỹссе пыни пире çав тери савăнтарать. Алăри перона мăкатман, ỹркенмен ялти корреспондентсене пула эпир районти кашни ял хыпарне пĕлсе, ял çынни мĕнле пурăннипе, ĕçленипе, хавасланнипе, пултаруллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсах тăратпăр. Интернет уçлăхĕн ĕмĕрĕнче чылайăшĕ электрон мелĕпе усă курать. Пирĕн аслă юлташăмăрсем хитре почеркпа шăрçаланă стат-йисене вулама уйрăмах кăмăллă. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсем редакцие пырса кĕрсенех хăйне евĕрлĕ варкăш та сиплĕ, уçă сывлăш, ăшă кăмăл илсе çитереççĕ. Эпир хамăрăн туссен кашни çырăвне ăшшăн йышăнатпăр. Раççей пичечĕн кунĕнче ялкорсен ырă ятне аса илесех килет.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче хаçат районти хисеплĕ ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕ, çемье институчĕ çинчен вун-вун материал пичетлерĕ. Пĕлтĕр хăйсен ялĕсенчи хисеплĕ çемьесем пирки çыракансем уйрăмах йышлăн пулни савăнтарчĕ. Апла пулсан, нумай-йăн вĕсем — ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларса ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем! Телейлĕ мăшăрсем утса тухнă анлă çул-йĕр, воспитани теми кирек хăçан та пĕлтерĕшне çухатмасть. Вĕсем пирки илемлĕн çырса кăтартнă Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Левыя, Аслă Пăла Тимешри Зинаида Портновăна, Кушкăри Светлана Бариновăна, ветерансемпе ватăсен кулленхи пурнăçĕпе кăсăклантаракан Çĕнĕ Пăвари Алимпия Фоминăна, Курнавăшри Дария Смирновăна, Таяпа Энтринчи Ольга Мироновăна, Хăвăлçырмари Исония Волковăна, Тỹскелĕнчи Александра Анисимовăна, спорт темине анлă çутатакан Шупашкарти Петр Сидорова, хаçата истори страницисемпе пуянлатакан Кивĕ Арланкассинчи Николай Богданова вулакансем лайăх пĕлеççĕ.

Районăн 90 çулхи юбилейлă çулталăкĕнче ялкорсем те районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне анлăн çутатма тăрăшрĕç. Уйрăмах пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Елчĕкри Анатолий Тимофеев, СССР халăх учителĕ Петр Чернов, Акчелĕнчи Владимир Московский, Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов, Кушкăри Алексей Петров, Илья Трофимов, Тĕмерти Анатолий Солин, Тăрăмри Людмила Енедерова ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Районта кăна мар, республикăра тата тĕнчипе палăрнă этнопедагог Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ Геннадий Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине пĕлтĕр анлă паллă турĕç. Академик ячĕпе хисепленекен Аслă Елчĕкри шкул директорĕ Николай Малышкин, Любовь Адюкова педагог Геннадий Никандровичăн ĕçĕ-хĕлĕнчи, пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене вулакана тĕплĕн уçса пачĕç.

Туризм, культура хыпарĕсене Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ Снегира Степанова, Таяпа Энтри ялĕн библиотекарĕ Зоя Ефремова, Елчĕкри тĕп библиотекăри уйрăм заведующийĕ Людмила Зайцева, Вера Ишмуратова, Шăмалакри Венера Усанова библиотекарьсем, чун-чĕре ыратăвне пусаракан, ял пурнăçне сăнлакан Кушкăри Юрий Гордеев, Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан атте, пурнăçри кăнттамлăха сивлекен Елчĕкри Александр Сорокин, сывлăха çирĕплетме сĕнекен Анатолий Молоствов тухтăр, шкул хыпарĕсемпе паллаштаракан Елчĕк шкулĕнчи Юлия Адюкова вĕренекен, илемлĕ сăн ỹкерчĕксемпе савăнтаракан райадминистрацин культурăпа информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Игнатьева, Аслă Елчĕкри Любовь Адюкова учительница, «ЭлектроНикс» салон ертỹçи Галина Никифорова, юптарусен ытамне путаракан Шупашкарти Владислав Николаев, хитре сăвăсем калăплакан Кỹлпуçри Владислав Сазонов, Патреккелĕнчи Галина Енейкина, Шăмалакри Зоя Кулакова тата ыттисем те хаçата пуян содержаниллĕ те кăсăклă тума пулăшрĕç. Çак маларах асăннă туссем пирĕнпе пĕрле пулни сиплĕ сывлăш пекех, ĕçлес хастарлăха ỹстереççĕ, хаçата пурнăç таппипе тан утса пыма хавхалантараççĕ… Çавăн пекех право хуралĕн ĕçченĕсен, ветеринари, халăха социаллă пулăшу паракан специалистсен статйисем те чылай кун çути курнине палăртмасăр иртес килмест.

Кăçал Раççейре Ырă тăвакансен, Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкĕ пулнине аса илтернĕ май, хисеплĕ туссем, сиртен кăçал та тĕрлĕ содержаниллĕ çырусем кĕтетпĕр. Çавăнпа та компьютера лайăх пĕлекен ялкорсене материалсене Arial Cur Chuv шрифтпа пуçтарса хаçатăн юлашки страницинче кăтартнă электрон почта адресĕсемпе ярса пама май пуррине пĕлтеретпĕр. Çакă инçетри ялсенче пурăнакан ялти корреспондентсемшĕн уйрăмах меллĕ. Хаçат ĕçĕнче чи пĕлтерĕшли — çĕнĕ хыпара оперативлă пĕлтерни. Паллах, эпир сире хамăр патăмăрта та курма питĕ хавас. Çавăнпа та килсе çỹрĕр, шăнкăравлăр.

Хисеплĕ ялкорсене, хаклă вулакансене, пичет ветеранĕсене Раççей пичечĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, сирĕн çемйĕрсенче яланах юратупа килĕшỹ хуçаланччăр, кулленех ачăрсемпе тус-юлташăрсен, ял çыннисен хисепне туйма, пултарулăхра пысăк ăнăçусем тума ырлăх сунатпăр.

В.КИРИЛЛОВА,
хаçатăн çырусемпе ĕçлекен редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code